Ывӑнма пӗлмен ӗҫчен
— педагогика ӗҫӗн ветеранĕ Людмила Федоровна Игнатьева пирки ҫапла хӑюллӑнах калама пулать.
Ҫитӗнекен ӑрӑва вӗрентес тата воспитани парас ӗҫе панӑ хӗрӗх ҫул тӑнлӑ пурнӑҫ — Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта сахал мар вăхăт. Сакăр ҫулхи шкулта вӗреннӗ чухнех суйласа илнĕ ĕç. Хӑвӑртрах хӑй тӗллӗн пурӑнас, професси алла илес тата пурӑнмалӑх ӗҫлесе илес кӑмӑл Людмилӑна педагогика училищине вӗренме кӗме хӗтӗртнӗ. 20 ҫула яхӑн Людмила Федоровна пуҫламӑш классен учительницинче ӗҫленӗ. Унӑн алли-чӗри витӗр 150 ытла ача вĕренсе тухнӑ, вӗсене вӑл этемлӗх никӗсне хывнӑ. Педагогика ӗҫӗн ветеранне хӑйӗн вӑрах та тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн шкул администрацийӗн, районти вӗренӳ пайӗн, РФ вӗренӳ министерствин тимлӗхне чылай паллӑсемпе наградӑланӑ. Ӑна "Раҫҫей Федерацийӗн пӗтӗмӗшле пӗлӗвӗн Хисеплӗ ӗҫченӗ" хисеплӗ ят панӑ. Паллах, вӗренекенсемпе ӗҫтешсем те асӑнса тав тӑваҫҫӗ ăна.
Елена АНДРЕЕВА,
Пишпÿлек ялĕ.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Людмила Игнатьеван архивӗнчен.