

#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин правительствӑна Наукӑпа вӗренӳ канашӗн президиумӗпе пӗрле октябрӗн 15-мӗшӗччен ҫӗршывӑн наукӑпа технологи аталанӑвӗн стратегине улшӑнусем кӗртмелли сӗнӳсене тата пулассине пăхса тухса чӗнӳсене шута илсе тӑратма хушнă. Февралӗн 8-мӗшӗнче пулса иртнӗ канаш ларӑвӗсен переченьне Кремль сайчӗ ҫинче пичетлесе кӑларнӑ.
Унсӑр пуҫне Министрсен кабинетне патшалӑх пӗлтерӗшлӗ наукӑпа техника программисене укҫа-тенкӗ уйӑрмалли методологине туса хатӗрлеме хушнӑ.
Кунсӑр пуҫне, Путин правительствӑна Раҫҫей наукӑпа технологи аталанӑвӗн сферинче 2030 ҫул тӗлне кӑтартусене тӳрлетӳсем кӗртмелли идейӑсене тӑратма хушнӑ. Доклада августӑн 31-мӗшӗччен памалла. Правительство пуҫлӑхне Михаил Мишустина пурнӑҫланӑшӑн яваплӑ пулма палӑртнӑ.
"Территорисене наукӑпа технологи вӑй-хӑвачӗпе аталантарас енӗпе хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелемелли программӑсене пурнӑҫланӑ шайра тата проектсем пурнӑҫлас енӗпе хушма мерӑсем йышӑнас пулать", — тенӗ пӗлтерӳре.
https://iz.ru/1502273/2023-04-21/putin-poruchil-predstavit-predlozheniia-po-strategii-nauchno-tekhnologicheskogo-razvitiia
Сăнÿкерчĕкĕ: Новости РИА/Гавриил Григоров.