Çутă çул
+28 °С
Облачно
Вĕрентÿ
4 Мая 2023, 11:12

Ача садĕнчи воспитанниксем экскурсинче пулнă

Информатика преподавателӗ С.П. Федотов ачасене 3D принтер, 3D ручка кӑтартнӑ та вӗсемпе мӗнле ӗҫлемеллине каласа панӑ.

Ача садĕнчи воспитанниксем экскурсинче пулнăАча садĕнчи воспитанниксем экскурсинче пулнă
Ача садĕнчи воспитанниксем экскурсинче пулнă

Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулти “Точка роста” центра ача сачӗсен воспитанникӗсем экскурсине килсе курни йӑлана кӗнӗ ĕнтĕ.
Ӗнер Пишпÿлекри "Умка" ача сачĕн воспитанникĕсем унта экскурсинче пулнă. Вӗсене шкул музейӗн ертӳҫи Е.И. Андреева кĕтсе илнĕ, вӑл шкул историйӗ ҫинчен каласа панă. Шахмат секцин ертÿçи ачасене шкул ачисем мӗнле шахматла вылянине кӑтартнă, шахмат пек интереслӗ вӑйӑ мĕнле пулса кайни ҫинчен каласа панă. Информатика преподавателӗ С.П. Федотов ачасене 3D принтер, 3D ручка кӑтартнӑ та вӗсемпе мӗнле ӗҫлемеллине каласа панӑ.

#нацпроектыБашкортоста#ТочкаРостаРБ#Бижбуляк2школа

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

Ача садĕнчи воспитанниксем экскурсинче пулнă
Ача садĕнчи воспитанниксем экскурсинче пулнă
Ача садĕнчи воспитанниксем экскурсинче пулнă
Ача садĕнчи воспитанниксем экскурсинче пулнă
Ача садĕнчи воспитанниксем экскурсинче пулнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас