Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Вĕрентÿ
5 Майӑн 2023, 07:38

Пушкӑртстанри ӑстаҫӑ-ремесленниксене тӳлевсӗр вебинара чӗнеҫҫӗ

Вӗрентÿ тӳлевсӗр.

Пушкӑртстанри ӑстаҫӑ-ремесленниксене тӳлевсӗр вебинара чӗнеҫҫӗПушкӑртстанри ӑстаҫӑ-ремесленниксене тӳлевсӗр вебинара чӗнеҫҫӗ
Пушкӑртстанри ӑстаҫӑ-ремесленниксене тӳлевсӗр вебинара чӗнеҫҫӗ

Майӑн 10-мӗшӗнчен пуҫласа 18-мӗшӗччен харпăрçăсем валли онлайн форматӗнчи халӑхпа художество промыслисемпе ремесла сферинче вӗренекен вебинарсем иртӗҫ. Вебинарсенче халӑхпа художество промыслисен сферинче бизнес ӗҫ-хӗлӗпе аталанӑвӗн активлӑ темисене сӳтсе явӗҫ, ҫав шутра маркетплейссенче изделисене куҫарасси, ҫавӑн пекех ӗҫ тӑвакан предпринимательсен ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланӑ проекчӗсене пӑхса тухӗҫ.
Маркетинг енӗпе чӗннӗ эксперт Анастасия Шумакова бизнесăн хальхи чăнлăхĕнчи тупӑшлӑ тата кирлӗ факторĕсене тишкерсе тухӗ.
Вебинар ирттермелли план-график:
Майӑн 10-мӗшӗнче - "Регионти культура никӗсӗ ҫинче аутентлӑ ремесла продукчӗ туса хурасси. Идейӑсен генерацийӗ", ссылкӑра регистраци туни.
Майӑн 12-мӗшӗнче - "НХП изделийӗсене тӗрлӗ маркетплейссенче малалла ярасси тата сутасси", регистраци.
Майӑн 14-мӗшӗнче - "Ремесленник улшӑну условийӗсем: проблемӑсем, ыйтусем, вӑй-хӑват тата аталану зонисем", регистраци.
Майӑн 15-мӗшӗнче - "НХП статусӗнче ӗҫ-хӗл йӗркелесси", регистраци.
Майӑн 17-мӗшӗнче - "Хальхи ремесла дизайнӑн тӗп тренчӗсем", регистраци.
Майӑн 18-мӗшӗнче - "НХП сферинче бизнес-планлас ӗҫ. Продуктсем мӗнле тумалли тата вӗсене пасара мӗнле илсе тухмалли", регистраци.
Вӗрентÿ тӳлевсӗр. Вебинарсене ирттермелли вӑхӑт 11:00 сехетрен пуҫласа 12:30 сехетчен. Тӗпӗ-йӗрӗпе Пушкӑрт Республикинчи "Манӑн бизнес" центрӑн "хĕрÿ линийӗн" телефонӗпе пӗлме пулать: +7(347) 224-99-99.

https://mgazeta.com/news/novosti/2023-05-04/masterov-remeslennikov-bashkortostana-priglashayut-na-besplatnye-vebinary-3245860

Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑрт Республикинчи халӑх пултарулӑхӗн республикӑри центрӗ.

 

 

Пушкӑртстанри ӑстаҫӑ-ремесленниксене тӳлевсӗр вебинара чӗнеҫҫӗ
Пушкӑртстанри ӑстаҫӑ-ремесленниксене тӳлевсӗр вебинара чӗнеҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас