Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
17 Майӑн 2023, 13:07

Çамрăксем шкултанах профессие вĕренеççĕ

Хушăлкари вӑтам шкултан вӗренсе тухакансем тракторист-машинист удостоверенине илме экзамен панă.

Çамрăксем шкултанах профессие вĕренеççĕ
Çамрăксем шкултанах профессие вĕренеççĕ

Хушăлкари вӑтам шкултан вӗренсе тухакансем тракторист-машинист удостоверенине илме экзамен панă.

Ялхуҫалӑх валли механизаторсем хатӗрлес тӗлӗшпе хушăлкасен тӗслӗхе районти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан мĕнпур шкулсенче ӗҫ вӗрентӗвӗпе воспитани парас енӗпе унччен пулнӑ тапхӑрти лайӑх тĕслĕх теме пулать. Унччен ачасене хӑйсен ӗҫӗпе пурӑнма вӗрентнӗ, хатӗрленӗ. Хушăлкари яш-кӗрӗмсемпе хӗрсем, ял хуҫалӑх машинисемпе — тракторсемпе комбайнсем ҫинче хӑйсем тӗллӗн ӗҫлес тесе, ӗлӗкхи шкул программисем тӑрӑх теорипе тата практикӑпа вӗренеҫҫӗ. Кӑна та ырламалла кăна!

— Районта пӗртен-пӗр Хушăлкари вӑтам шкулăн лицензи пур, вӑл тракторист-машинист профессине 10 тата 11 классенче вĕренекенсене вӗренме право парать, - тет Пишпÿлек районӗнчи Гостехнадзор инспекцийӗн начальникӗ Эдуард Михайлович Григорьев. — Ҫакна палӑртмалла: кунта шкул администрацийӗпе преподаватель коллективĕ вӗренӳ процесне ирттерме пурлӑхпа техника никӗсне питӗ лайӑх упраса хӑварнӑ. Пулас ҫичӗ машинист-тракторист экзамен пачӗҫ: Анастасия Краснова, Илюза Халирахманова, Ильшат Хусаинов, Ильяс Хусаинов, Антон Григорьев, Егор Гурьянов тата Ренат Хайбунасов. Ҫамрӑксемпе танах икӗ хӗр заданисене лайӑх пурнӑҫлани савӑнтарать. Гостехнадзор инспекцийӗнче эпир кирлӗ документсене пурне те туса хатӗрлерӗмӗр, майӑн 17-мӗшӗнче Хушăлкари ҫичӗ ҫын лайӑх сӑмахсем итлесе "В" тата "С"категорири тракторсемпе самоходнӑй машинӑсене тытса пыма право паракан тракторист-машинист удостоверенине алла илчĕç.

Владимир СМОЛОВ.

 Сӑнӳкерчӗкӗ: Хушăлкари вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

 

Çамрăксем шкултанах профессие вĕренеççĕ
Çамрăксем шкултанах профессие вĕренеççĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: