Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
23 Майӑн 2023, 13:48

Юлашки шăнкăрав уявĕ иртнĕ

Вӗренсе тухакансене ЕГЭ лайӑх результатсемпе пама сунатпăр!

Юлашки шăнкăрав уявĕ иртнĕ
Юлашки шăнкăрав уявĕ иртнĕ

Майӑн 22-мӗшӗнче Хушăлкари вăтам шкулта юлашки шӑнкӑрав уявӗ иртнӗ. Уяв ячӗпе ачасене финанспа экономика аталанӑвӗн управленийӗн начальникӗн заместителӗ, бюджет уйрӑмӗн начальникӗ И.Р.Чернова, Хушăлка ял совечӗн пуҫлӑхӗ Э.В. Иванов саламланă, вӗренсе тухакансене ырӑ сӑмахсем каласа шкул директорӗ А.С. Газизова, класс ертӳҫи А.В. Васильев, ашшӗ-амӑшӗсен ятĕнчен М.Г. Григорьева саламланă. Чи пӗчӗккисенчен – 1 класра вӗренекен ачасенчен — пысăк пурнăç ҫулĕ ҫине тухмалли сӑмахсем янӑранă. Хирĕçле сӑмахра вӗренсе тухакансем учительсене, ашшӗ-амӑшĕсене тата шкул работникӗсене тав тунă. Ҫавӑн пекех Пишпÿлекре ачасемшӗн пĕрлехи Çурхи бал пулнă.
Ҫак кун шкултан вӗренсе тухакансемшӗн савӑнӑҫлӑ та ҫав вӑхӑтрах салхуллӑ та, халӗ ачасемшӗн питӗ паха событисемпе, интереслӗ вӗренӳпе, малтанхи ҫӗнтерӳсемпе тата ҫитӗнӳсемпе тулнӑ шкул ҫулӗсем хыҫа тӑрса юлĕç. Малта вӗренсе тухмалли экзаменсене памалли йывӑр та яваплӑ вӑхӑт кӗтет. Вӗренсе тухакансене ЕГЭ лайӑх результатсемпе пама сунатпăр!
#навигаторыдетства #Росдетцентр
#навигаторобъединяет
#НавигаторыДетстваРБ
https://vk.com/club202011028


Сăнÿкерчĕкĕсем: Хушăлкари вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

Юлашки шăнкăрав уявĕ иртнĕ
Юлашки шăнкăрав уявĕ иртнĕ
Юлашки шăнкăрав уявĕ иртнĕ
Юлашки шăнкăрав уявĕ иртнĕ
Юлашки шăнкăрав уявĕ иртнĕ
Юлашки шăнкăрав уявĕ иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: