Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
29 Майӑн 2023, 11:26

Пирӗннисене пӗл!

Майӑн 26-мӗшӗнче "Торатау" Конгресс-холра шкул ачисен Ю.А. Гагарин ячӗллӗ Кубок олимпиадин юлашки тапхӑрӗн ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ.

Пирӗннисене пӗл!
Пирӗннисене пӗл!

Майӑн 26-мӗшӗнче "Торатау" Конгресс-холра шкул ачисен Ю.А. Гагарин ячӗллӗ Кубок олимпиадин юлашки тапхӑрӗн ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ.

Уфана наградӑлама пирӗн районтан Хушăлкари вăтам шкулти 5-мӗш класра вӗренекен Леон Новикова, физкультура енӗпе 1-мĕш вырӑн йышӑннӑскере, 7-мӗш класра вӗренекен Михаил Гребенюка, физкультура енӗпе 3-мĕш вырӑн йышӑннӑскере тата вӗсене вӗрентекен Илья Вадутович Газизова чӗннӗ.

Михаил Гребенюк хисеплӗ хӑнасен аллинчен хӑйӗн тивӗҫлӗ наградисене илнӗ: Олимпиадӑри 3-мĕш вырӑншӑн диплом, асӑнмалӑх медаль тата парне (смарт сехет). Олимпиада ҫӗнтерӳҫине Леон Новикова тивӗҫлӗ диплом, асӑнмалӑх медаль, ҫӗнтерӳҫӗ кубокӗ тата парнесем (смарт сехет тата пралуксӑр наушниксем), çавӑн пекех вĕсене Раҫҫей космонавтикин федерацийӗнчен медальпе наградӑланӑ.

Ильгам Вадутович Газизова, Хушăлкари вăтам шкулти воспитани енӗпе ӗҫлекен советника, физкультура учительне Раҫҫей космонавтикин федерацийӗнчен панӑ сертификатпа, грамотӑпа тата медальпе наградӑланӑ.

https://vk.com/club202011028

 

Сăнÿкерчĕкĕсем: Хушăлкари вăтам шкулти социаллă сетьри страницинчен.

 

 

 

Пирӗннисене пӗл!
Пирӗннисене пӗл!
Пирӗннисене пӗл!
Пирӗннисене пӗл!
Пирӗннисене пӗл!
Пирӗннисене пӗл!
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: