

Колледжсене вĕренме кĕме заявлени йышӑнакан сервис Госуслугăра ӗҫлеме тытăннă. Документсене чылай вӗренӳ заведенийӗсене пама пулать. Специальноҫсене, профессисене тата вӗренӳ формине кирек хӑшне те суйласа илме пулать. Сервиса 36 регионта 1129 колледж хутшӑннӑ. Йышӑну кампанийӗ пуҫланнӑ хыҫҫӑн вӗсен йышӗ ӳссех пырӗ.
Куçăн вӗренӳ формине заявленисем памалли срок:
пултарулӑх специальноҫӗсем валли — августӑн 10-мӗшӗччен;
ыттисемшӗн — августӑн 15-мӗшӗччен.
Куçăн вӗренӳ форми валли пушӑ вырӑнсем юлсан, документсене ноябрӗн 25-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Ытти формӑллӑ вӗренӳ срокӗсене кашни колледж хӑй тӗллӗн палӑртать.
Колледжа заявлени мӗнле памалла:
- вӗренӳ шайне (9 е 11 класс) кӑтартмалла тата колледж суйласа илмелле;
- вӗсем пур пулсан, уйрӑм условисем, ҫӑмӑллӑхлӑ категорисем тата уйрӑм ҫитӗнӳсем пулсан кӑтартмалла;
- вӗренӳ даннӑйӗсемпе хăвăн даннӑйӗсене тӗрӗслемелле;
- вӗренӳ докуменчӗн скан-копине е электронлӑ дубликатне хумалла;
- ытти документсене (сӑмахран, ҫӑмӑллӑх илме правӑна ҫирӗплетекен, тӗллевлĕ направленипе вӗренесси ҫинчен калакан договора тата медсправка) хумалла.
Заявлени панӑ хыҫҫӑн Госуслугăри хăвăн кабинетне (личный кабинет) ӑна пӑхса тухмалли мӗнпур тапхӑр, хушма тӗрӗслевсем ирттермелли кун тата вӗсен результачӗсем ҫинчен информаци килсе тӑрӗ.
Суйланӑ специальноçпа вĕренме килӗшнине абитуриентӑн хӑйӗн кабинетӗнче ҫирӗплетмелле тата вӗренӳ докуменчӗн оригиналне вĕренÿ учрежденине илсе килмелле. Суйланӑ колледж сайтӗнче документсене мӗнле йӗркепе хӑҫан йышӑнмалли ҫинчен тӗплӗн пӗлме пулать.
Колледжа Госуслугăра заявлени пар: clck.ru/34akuF
#ОбъясняемРФ #ОбъясняемБашкортостан