Çутă çул
+2 °С
Юр
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
6 Июнӗн 2023, 09:54

Манӑн асанне педагог

2023 ҫул — Педагогпа наставник çулталӑкӗ.

Манӑн асанне педагог
Манӑн асанне педагог

Районти вӗренӳ пайӗнче Педагогпа наставник çулталӑкне халалланӑ "Манăн асанне (асатте) — учитель" сочиненисен конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Вӗренекенсен сочиненийӗсемпе малалла паллаштаратпăр.

2023 ҫул — Педагогпа наставник çулталӑкӗ. Манӑн асанне педагог пулнӑ. Мӗн пӗлетӗп эпӗ хамӑн юратнӑ асанне ҫинчен? Ӑна та ман аннене чӗннӗ пекех чӗнеҫҫӗ, — Ираида Георгиевна. Вӑл ӗнтӗ тахҫанах пенсире. Астӑватӑп, эпӗ пӗчӗк чухне вӑл пирӗн пата пыратчӗ, эпир унпа выляттӑмӑр, сӑвӑсем вӗренеттӗмӗр. Вӑл мана кӗнекесем вуласа паратчӗ, саспаллисемпе, цифрӑсемпе паллаштаратчӗ. Эпӗ шкул ачи пулсан вара кашни кун ун патне кӗреттӗм. Вӑл мана тутлӑ апат ҫитеретчӗ, унтан эпӗ килти ĕçсене мӗнле пурнӑҫланине тӗрӗслетчĕ. Эпӗ мӗн те пулин ӑнланса çитереймен пулсан, яланах пулӑшатчĕ. Тата эпĕ пĕлетĕп, манăн асанне чи тутлӑ купӑста яшки, икерчӗ, кукӑль, варени пĕçерет… Асанне-педагог ҫинчен эпӗ кӑштах пӗлеттӗм.

Паллах, вӑл шкулта ӗҫленине, вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнине пӗлетӗп эпӗ. Сочинени ҫырма хатӗрленнӗ май асанне тӑван Хушăлкари вӑтам шкулта 35 ҫул ӗҫлени ҫинчен аттерен пӗлтӗм. Вӑл Пушкӑрт патшалӑх пединститучĕн филологи факультетӗнчен вӗренсе тухнă. Тата атте асанне аслӑ категорири учитель, "РФ халӑх ҫутӗҫ пайӗн отличникӗ", лайӑх ӗҫленӗшӗн унӑн тӗрлӗ Хисеп хучӗсем нумай, терӗ.

Манӑн асаннепе калаҫас, унӑн ӗҫӗ ҫинчен, учитель профессийӗ ҫинчен ытларах пӗлес килчӗ.

— Асанне, мӗншӗн эсӗ шӑпах ҫак профессие суйласа илтӗн?

Асанне йӑл кулчĕ те шухӑша кайрĕ.

— Тен, генсем вăйлăрах туртрĕç пулӗ. Эпӗ те, санӑн аслаҫу та иккӗмӗш ӑрури педагогсем вӗт. Паллах, профессие суйласа илес ӗҫре манӑн юратнӑ учительсем те пысӑк вырӑн йышӑнчӗҫ. Манӑн та вӗсем пекех пулас килетчӗ. Шкултан вӗренсе тухнӑранпа 56 ҫул иртрӗ ӗнтӗ, анчах эпӗ хамӑн вӗрентекенсене пурне те астӑватӑп, вӗсене пуриншӗн те тав тӑватӑп.

— Асанне, чӑн-чӑн учитель мӗнле пулмалла? Сан шутпа, унӑн тӗп пахалӑхӗсем мӗнле?

— Кун пирки пӗр кӗнеке кăна мар ҫырма пулать. Вӗсене ученӑйсем, педагогсем ҫырнӑ ӗнтӗ. Эпӗ хамӑн шухӑша ҫеҫ каласа парӑп. Чӑн-чӑн учитель вӑл — ачасене юратакан, вӗсене ӑнланакан ҫын, вӗсене, урӑхла каласан, хӑйӗн чӗрине пама яланах хатӗр пулмалла. "Ачасене панӑ чӗре" — ҫак сӑмахра учитель профессийӗн пĕтĕм пĕлтерĕшĕ пур. Кашни урок пӗлӳ тӗнчине кӑсӑклӑ ҫул ҫӳрес тесен, учителӗн хӑйӗн ӗмӗр тӑршшӗпех вӗренмелле, хӑйӗн пӗлӗвӗн шайне ӳстермелле, тавракурӑмне анлӑлатмалла, нумай вуламалла. Тата тепӗр пысӑк пахалӑх: учитель ҫирӗп, хытă ыйтакан пулмалла, анчах вĕренекене кӳрентермелле мар, ӑна çитĕннĕ ҫынна хисепленӗ пек хисеплемелле.

Ман асанне ачасене вӗренес, ҫӗннине, халиччен курман япалана пӗлес кӑмӑл панă, пурнăç тени мӗне пӗлтернине кӑтартнă. Эпӗ сана питӗ юрататӑп, асанне!

Мария СТЕПАНОВА,

Хушăлкари вӑтам шкулти 7 класра вӗренекен.

Сӑнӳкерчӗкĕ: Степановсен ҫемье архивӗнчен.

Кĕскетсе пичетленĕ.

 

Манӑн асанне педагог
Манӑн асанне педагог
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: