Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
21 Июнӗн 2023, 13:09

Çуллахи лагерьте кунсем шеп иртеççĕ

Шкул лагерьне ГИБДД инспекторӗ М.В. Вдовин пырса кайнă, вӑл ҫул ҫинчи правилăсене аса илтернӗ.

Çуллахи лагерьте кунсем шеп иртеççĕ
Çуллахи лагерьте кунсем шеп иртеççĕ

Иртнӗ эрнере Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулăн кӑнтӑрла пулмалли лагерьте кунсем питӗ тулăх иртнĕ. Кашни кун тематика мероприятийӗсем иртнĕ. Ытларикун - "Ҫул правилисем пĕлтерĕшлĕ - ҫул правилисем кирлӗ". Шкул лагерьне ГИБДД инспекторӗ М.В. Вдовин пырса кайнă, вӑл ҫул ҫинчи правилăсене аса илтернӗ.
Юнкун - "Юмахсен страницисем тӑрӑх". Ачасем выступление питӗ тӗплӗ хатӗрленнĕ, хӑйсене чӑн-чӑн артистсем пек кӑтартнă.
Кӗҫнерникун - "Тӗнчери халӑхсен ташшисем". Ҫак кун ачасем ташăсен нумай енлӗ стилĕсемпе паллашнă.
Эрнекун - "Юмор кунӗ". Кашни отряд кулӑшла сценка кӑтартнă, унтан тӗрлӗ халӑхсен вӑййисене вылянă.
Шӑматкун - "Мул шыраса". Пиратсем пытарса хунӑ мула тупма, пиратсен карапӗн капитанӗ пулма шутламан ĕмĕтленмен пӗр ҫын та ҫук ĕнтĕ. Ачасене вара ҫакӑн пек май килсе тухнă.
Вырсарникун - "Экскурси". Уҫӑ сывлӑшра уҫӑлса ҫӳреме, ҫырла пуҫтарма пултарнă.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club206548118

 

 

Çуллахи лагерьте кунсем шеп иртеççĕ
Çуллахи лагерьте кунсем шеп иртеççĕ
Çуллахи лагерьте кунсем шеп иртеççĕ
Çуллахи лагерьте кунсем шеп иртеççĕ
Çуллахи лагерьте кунсем шеп иртеççĕ
Çуллахи лагерьте кунсем шеп иртеççĕ
Çуллахи лагерьте кунсем шеп иртеççĕ
Çуллахи лагерьте кунсем шеп иртеççĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: