Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
7 Июлӗн 2023, 14:06

Икĕ медалист

Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулти 11 класран 22 вӗренекен вĕренсе тухнă: 12 хӗрпе 10 каччӑ.

Икĕ медалист
Икĕ медалист

Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулти 11 класран 22 вӗренекен вĕренсе тухнă: 12 хӗрпе 10 каччӑ. Пурте вăтам пĕлÿ илни çинчен аттестатсем илнĕ. Вӗсенчен икӗ медалист:
Разалина Валидова ( химипе - 75 балл, биологипе - 69 балл, вырӑс чӗлхипе - 77 балл) тата Артем Иванов (математикăпа (профиль) - 86 балл, информатикăпа - 83 балл , вырӑс чӗлхипе - 89 балл). Алина Валееван вырӑс чӗлхипе класра чи ҫӳллӗ балл – 93 пулчĕ.
Районта пурӗ виçĕ вӗренекен акӑлчан чӗлхипе ЕГЭ панӑ, виҫҫӗшӗ те Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкултан. Ҫак йывӑр экзамена вӗсем пурте ӑнӑҫлӑн панă.
Уйрӑмах лайăх курман Айгуль Хайруллинана палӑртас килет. Вӑл питӗ тӑрӑшуллӑ, пултаруллӑ, унӑн результачӗсем: вырӑс чӗлхипе - 85 балл, историпе - 82 балл, обществознанипе - 81 балл. Выпускниксене пурне те малалла вĕренме, пурнăçра хăйсен вырăнне тупма тата çĕршывшăн усăллă специалистсем пулма сунатпăр.
Александр Иванов,
класс ертӳҫи.

Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.

 

Икĕ медалист
Икĕ медалист
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: