Сухоречкăри ял библиотеки ҫумӗнчи ҫуллахи картиш площадкипе сывпуллашнӑ куна ачасем, туслӑ командӑпа сывпуллашмалла кичем ан пултӑр тесе, "Асамат кӗперӗн кунӗ" тесе ят панă. Ҫуллахи площадкӑна хупни ҫутӑ та чаплӑ иртнӗ. Ачасем пӗр-пӗрин патне "Пӗр-пӗрне ырӑ сунса" ҫыру ҫырнă. Чаплӑ линейкăра ачасене хисеп хучĕсем панă. Площадка ӗҫленӗ хушӑра тӗрлӗ конкурс программисем, хӑрушсӑрлӑх енӗпе тата сывӑ пурнӑҫ йӗркине йӗркелес енӗпе воспитани паракан калаҫусем, илӗртӳллӗ викторинӑсем, ҫулҫӳревсем, квест-вӑйӑсем, флешмобсем, хыттӑн вуланисем, спорт ӑмӑртӑвӗсем, уҫӑ сывлӑшра вылянисем тата ытти те пулса иртнĕ. Кашни кун уйрӑм тематика тата тивӗҫлӗ тытăмлă пулнӑ, тӗрлӗ илӗртӳллӗ мероприятисемпе тулнӑ. Картишӗнчи площадкӑн пур ӗҫне те ачасем интересленсе те хавасланса хутшӑннă. Ачасем "Мӗн тери аван, эпир паян кунта пурте пухӑнни" йӑпану программине хутшӑннă. Эстафетӑсем вӑйӑсемпе, пултарулӑх конкурсӗсемпе, кроссворд тупсӑмӗсемпе ылмашӑннӑ. Пурте хастарлӑхпа оптимизм зарячӗ илнĕ. Пĕри туссем тупнă, тепри хӑй валли темле ҫӗнӗ япала пĕлнĕ.
#Сухореченскаясельскаябиблиотека
#Двороваяплощадка2023
#Детскийдосуг
#Библиотекадосуг
#ЛетоКнига
Сăнÿкерчĕкĕсем: Сухоречкăри ял библиотекин социаллă сетьри страницинчен.