Дюсянри Лилия Хисматова ылтӑн медалистка ҫынсене пулӑшас тесе психолог пуласшӑн.
Вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ тӗле ҫын хӑйӗн пулас профессине ҫирӗп суйласа илнӗ пулсан, кирек мӗнле пулсан та кам пулас тет, ҫавӑ пулать. Пӗлӳ тата хӑнӑхусен шалти вӑй-хӑватне пӗлсе, вӑл яланах хӑйне лайӑхрах пурнӑҫлама тата пурнӑҫра ӑнӑҫу тума пултарать.
— Эпир хамӑр хӗрсемпе питӗ мăнаçланатпӑр, — тет Гульдар Миннибаевна Хисматова, Аитри вӑтам шкулти пуҫламӑш классен учительницинче ӗҫлекенскер. - Вӗсем иккӗшӗ те Аитри вӑтам шкултан ылтӑн медальсемпе вӗренсе тухрĕç. Лилия шкултан ЕГЭ питӗ лайӑх баллсемпе вӗренсе тухрĕ. Вӑл психолог пулма ҫирӗп шут тытнă.
- Эпӗ психолог пуласшӑн пулнине 2021 ҫулта, Хусан гимназийӗнче ҫав гимназире вӗреннӗ ҫын ачасене массӑллӑ вӗлернĕ хыççăн ман пата килчӗ. Ку ӗҫ мана питӗ интереслентерчӗ, канăç памарĕ. Вӑл мӗншӗн пулчӗ кун пек? - тесе ыйтма пуҫларăм. Эпӗ лару-тӑрӑва тарӑнлатма шутларӑм. Манӑн этем психологийӗпе чунӗн вӑрттӑнлӑхне пӗлес килчӗ. "Стрелокăн" паллакан çыннисем интервью панă тӑрӑх ҫак гимназире вӗреннӗ чухне каччӑ учительсемпе тантӑшӗсем енчен час-часах мăшкăлашнине тÿсни ҫинчен информаци пичетленсе тухнӑ. Манӑн малашне те ҫавӑн пек пуласран сыхланма пултаракан пӗр-пӗр ӗҫ тӑвас килчӗ. Ҫавӑнпа та Раиса Фануровна Гайнутдиновапа Гульдар Миннибаевна Хисматова преподавательсемпе пӗрле "Çамрӑксен обществинче буллинг проблеми" темӑпа тӗпчев ӗҫне тума шутларăм. Ку проектпа Хусанта иртнӗ Лобачевский ячӗллĕ наука конференцийӗнче куçăн мар тур иртрĕм. Ҫакӑн хыҫҫӑн психологие тарӑнрах та тарӑнрах тӗпчеме пуҫларăм, ют ҫынсен ыратнине, савӑнӑҫне, хуйхи-суйхине туйма вӗрентĕм. Эрик Берн "Игры, в которые играют люди" произведенийӗ манӑн психологи наукин пӗрремӗш кӗнеки пулса тӑчӗ. Вӑл мана эпӗ тӗрӗс ҫул ҫинче иккенне ҫирӗппӗн ӗнентерчӗ.
Хальхи вӑхӑтра документсене "Психологи", "Клиникӑлла психологи" ҫул-йӗрпе малалла вӗренме тӗрлӗ аслӑ вӗренӳ заведенисене патăм ĕнтĕ, результатсем кӗтетĕп.
Аттепе аннене, ҫывӑх ҫынсене, репетиторсене тата Аитри вӑтам шкулăн учителӗсене тав тӑватӑп. Вӗсене пуҫ тӑрринче мирлӗ тӳпе тата ӗҫре ҫитӗнӳсем сунатӑп.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Лилия Хисматова архивӗнчен.