Çутă çул
+7 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
2 Августӑн 2023, 11:20

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Благовещенскри ача-пӑча технопаркне ҫитсе курнӑ

Августӑн 1-мӗшӗнче Благовещенскра Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров "Пушкӑртстанри Кванториум-СИБУР" ача-пӑча технопаркне ҫитсе курнӑ.

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Благовещенскри ача-пӑча технопаркне ҫитсе курнӑ
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Благовещенскри ача-пӑча технопаркне ҫитсе курнӑ

Августӑн 1-мӗшӗнче Благовещенскра Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров "Пушкӑртстанри Кванториум-СИБУР" ача-пӑча технопаркне ҫитсе курнӑ. Вӗренӳ центрӗ пысӑк технологиллӗ оборудованиллӗ темиҫе площадка хута ярать. Кунта ачасем инженери прототипӗсемпе, моделизаципе, хальхи лазер системисене тӗпчесе вӗренеҫҫӗ, нефтехимипе гуманитари сферинче юлашки хатӗрсемпе паллашаҫҫӗ. Кунта тӳлевсӗр йӗркепе 5 ҫултан пуҫласа 18 ҫула ҫитнĕ 500 яхӑн ача ҫӳреҫҫӗ. Вӗсемпе ҫичӗ педагог ӗҫлет.

Радий Хабиров ача-пӑча технопаркӗнчи воспитанниксемпе работниксене ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем суннă, ҫавӑн пекех "ПОЛИЭФ" компанин менеджментне проекта пулӑшнӑшӑн тав тунă.

Сӑнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков.

 

https://www.bashinform.ru/news/social/2023-08-01/glava-bashkirii-posetil-detskiy-tehnopark-v-blagoveschenske-3368617

 

 

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Благовещенскри ача-пӑча технопаркне ҫитсе курнӑ
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Благовещенскри ача-пӑча технопаркне ҫитсе курнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: