Пишпÿлекри "Умка" ача садĕнче «Чӗрчунсен кунӗ» тематикӑллӑ кун иртнӗ, унта ачасем килти тата тискер чӗрчунсем ҫинчен, вӗсен сӑн-сӑпачӗ, йӑлисем, ҫуллахи тата хӗллехи тапхӑрта хӑш-пӗр чӗрчунсем ҫӑмне ылмаштарни ҫинчен пĕлнĕ, ҫавӑн пекех выльӑхсене юратма вӗрентесси. Кун тăршшĕпе воспитанниксемпе дидактика вӑййисем ирттернӗ: "Кам мӗнле кӑшкӑрать?", "Амăшне туп", "Камӑн йӗрӗ", ҫавӑн пекех К.И. Чуковскийĕн "Айболит" юмахне вуланӑ, выльӑхсен характерӗсене, йӑлисене сӳтсе явнӑ, вӗсем ҫинчен ҫӗнӗ историсем шухӑшласа кӑларнӑ. Ачасемпе Хӗрлӗ кӗнеке ҫинчен, пирӗн тавралăхри чӗрчунсем ҫинчен калаҫу ирттернӗ. Уҫӑлса ҫӳренӗ чухне "Ҫӑмламас йытӑ", "Чее тилӗ", "Вӑрманти упа патĕнче", "Мулкачсемпе сунарҫӑ" хускануллă вăйăсем вылянă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри "Умка" ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public217412282