-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн ҫуллахи кăнтăрла пулмалли лагерьти вуннӑмӗш кун пӗрремӗш отрядшӑн усӑллӑ иртнĕ. Ирхи апат хыҫҫӑнах ачасем "Светлый путь" район хаҫат редакцине кайнă. Чӑн-чӑн корреспондентпа паллашнă, редактор кабинетӗнче пулнă, хаҫатăн çĕнĕ номерне вуланă. Ҫакӑн хыҫҫӑн Сыпатр ҫӑлкуҫне çитсе курнă. Шӑрӑх ҫанталӑкра сивӗ те тутлӑ шывпа уҫӑлма аван. Хускануллă вăйăсем вылянӑ, чупнӑ. Каннӑ хыҫҫӑн пурте лагере таврӑннă. Поварсем тутлӑ апат хатӗрленӗ. Тавтапуҫ вӗсене пурне те.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.