0 °С
Уҫҫӑнах
Кистенлĕри Культура ҫурчӗн "Солнышко" ача-пӑча кану площадкине хутшӑнакансем Кистенлĕ ялӗнчи тӑван вырӑнсене экскурсие кайнă. "Вăрман пусси" ҫӑлкуҫ патне кайни кӑсӑк, ӑнлануллӑ - савӑнӑҫлӑ иртнӗ. Ачасем çутҫанталӑка сӑнанă, кайӑксем юрланине итленĕ, ҫуллахи юмахсен тупсăмĕсене тавҫӑрса илнĕ. Ҫак интереслӗ экскурси вӑхӑтӗнче ачасем ҫак светуй ҫӑлкуҫ вырӑнӗпе тата историйӗпе паллашнă. Тавралӑха упрасси ҫинчен калаҫу ирттернĕ, ӑна сыхлама чӗннĕ. Хускануллă вӑйӑсем активлӑ та хаваслӑ вылянă.
#Кистенли_Богдановский_СДК
#Детскийдосуг
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕри Культура ҫурчӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club203777291