Раҫҫей шкулӗсенче сентябрӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа аслӑ класра вӗренекенсене ҫӗнӗ - пӗрлехи учебниксемпе истори вӗрентме тытӑнаҫҫӗ.
Ҫӗнӗ учебник ыйтӑвне ҫӗршыври учительсем ыйтнă, ытти ҫӑлкуҫсенче шырама тивнӗ информаци дефицичӗпе ҫыхăнтарнӑ.
Учебник тӑвас тӗлӗшпе Владимир Мединский, Раҫҫей историлле ҫутӗҫ комиссийӗн председателӗ тата Александр Чубарьян академик ӗҫленӗ. Ҫӗнӗ учебникре – Раççейпе тӗнчере пулса иртекен пӗлтерӗшлӗ событисем ҫинчен калакан историллӗ картина.
Историн пӗр учебникӗ тăватă томран тăрать – "Раҫҫей историйӗ" тата 10-мӗшпе 11-мӗш классем валли "Пӗтӗмӗшле истори". Тепӗр вӗренӳ ҫулӗн пуҫламӑшӗ тӗлне 5-9-мӗш классем валли истори учебникӗсем хатӗр пулӗҫ – ҫӗршыв шкулӗсем историн пӗр линейкине илӗҫ.
Пушкӑртстанри шкулсенче аслӑ классенче вӗренекенсем ҫӗнӗ учебниксем тӑрӑх историе вӗренме тытӑнӗҫ – кун пирки республика Çутĕç министерстви тӑрӑшнӑ.
Унӑн авторӗсем каланӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ учебник малтанхи политика ҫуккипе тата истори хроникине объективлӑ ҫырса пынипе уйрӑлса тӑрать.
https://svetput.ru/news/obrazovanie/2023-08-24/starsheklassniki-bashkortostana-budut-uchit-istoriyu-po-novym-uchebnikam-3402513