Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
1 Сентябрӗн 2023, 18:33

Ача садӗнчи Пӗлӳ кунӗ

Ҫак кун Пишпÿлекри "Дюймовочка" ача сачӗн воспитанникĕсемшӗн педагогсем чӑн-чӑн уяв тунă.

Ача садӗнчи Пӗлӳ кунӗ
Ача садӗнчи Пӗлӳ кунӗ

Ача садӗнчи тӗлӗнмелле те илемлӗ Пӗлӳ кунӗ, тен, шкулти пек савӑнӑҫлӑ та хумхануллӑ мар пулӗ, анчах ҫавӑнтан кая мар пысӑк уяв. Ачасен пурнӑҫӗнче ҫӗнӗ йӗр пуҫланать: занятисем, калаҫусем, праҫниксем, вӗсене тавралӑха лайӑхрах пӗлме, мӗне те пулин вӗренме, хӑйне пӗлме, хӑйӗн интересӗсене пӗлме пулӑшаҫҫӗ. Ҫак кун Пишпÿлекри "Дюймовочка" ача сачӗн воспитанникĕсемшӗн педагогсем чӑн-чӑн уяв тунă. Ача садӗнчи воспитанниксене Пӗлӳ кунӗ ячӗпе Незнайка саламлама килнӗ. Ачасем унпа пӗрле конкурссене, вӑйӑсене, ӑмӑртусене хутшӑннӑ, тупсӑмсене тавҫӑрса илнӗ, юрӑсем юрланӑ, ташланӑ, шӳт тунӑ, кулнӑ. Ача садӗнче ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ ҫав тери савӑнӑҫлӑ, интереслӗ те уяври пек пуҫланнă.
Пурне те – ашшӗ-амӑшне, ачисене, педагогсене ҫак уяв ячӗпе саламлатпӑр! Ҫак кун ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне уҫать. Вӑл интереслӗ, пĕлÿллĕ пултӑр, ҫӗнӗ пӗлӳ, ҫӗнӗ открытисем тата ҫӗнӗ туссем илсе килтӗр.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри "Дюймовочка" ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/public210640610

 

 

Ача садӗнчи Пӗлӳ кунӗ
Ача садӗнчи Пӗлӳ кунӗ
Ача садӗнчи Пӗлӳ кунӗ
Ача садӗнчи Пӗлӳ кунӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: