#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин сентябрӗн 1-мӗшӗнче 30 шкул ачи хутшӑнакан "Пысӑк калаҫу" уҫӑ урок ирттернĕ. Кун пирки августӑн 31-мӗшӗнче Кремль пресс-службинче пӗлтернӗ.
"Сентябрӗн пӗрремӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Путин "Раҫҫей — майсен ҫӗршывӗ" платформӑн проекчӗсем шайӗнче "Пысӑк калаҫу" уҫӑ урок ирттерет, унта вӗренӳре пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ 30 шкул ачи, тӗнче олимпиадисемпе конкурс ҫӗнтерӳҫисем хутшӑнӗҫ", - тенӗ пӗлтерӳре.
Унсӑр пуҫне ҫав кунах видео ҫыхӑнупа Президент Раҫҫейӗн ҫӗнӗ регионӗсенче пилӗк ҫӗнӗ шкул уҫас церемоние хутшӑнать.
Ҫавӑн пекех сентябрӗн 1-мӗшӗнче Владимир Путин Киргизи президенчӗпе Садыр Жапаровпа видеоконференци йӗркипе Киргизире виҫӗ шкул тума пуҫлама старт парӗ, унта вырӑсла вӗренĕç.
Сăнÿкерчĕкĕ: Global Look Press/Mikhail Klimentyev/Kremlin Pool
https://iz.ru/1567151/2023-08-31/putin-1-sentiabria-provedet-otkrytyi-urok