Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
2 Сентябрӗн 2023, 16:06

Пишпÿлек районӗнчи шкул ачисемшӗн пӗрремӗш шӑнкӑрав янӑрарӗ

СВОна хутшӑнакансен ачисем  тимлӗхсӗр юлман - вӗсем пурте канцеляри таварсен пуххисем илĕç.

Пишпÿлек районӗнчи шкул ачисемшӗн пӗрремӗш шӑнкӑрав янӑрарӗ
Пишпÿлек районӗнчи шкул ачисемшӗн пӗрремӗш шӑнкӑрав янӑрарӗ


Пишпÿлек районӗнчи шкул ачисемшӗн пӗрремӗш шӑнкӑрав янӑрарӗ.
Вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа линейкӑсем районти пур вӗренӳ учрежденийӗсенче те иртнĕ. Ҫак кун ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа шкулсене район администрацин яваплӑ ӗҫченӗсем тата организацисен ертӳҫисем килнĕ. Шкул ачисене, учительсемпе ашшӗ-амӑшĕсене вӗсем сывлӑх, телей, пӗлӳ тата шкул программине вӗреннĕ чухне ҫитӗнӳсем суннă.
Палӑртса хӑварас пулать, кӑҫал район шкулӗсене пӗрремӗш класа вӗренекенсем 186 ҫын кайнă, вӗсен хушшинче СВОна хутшăнакансен ачисем те пур. Вĕсене лайӑх парне панă, сентябрӗн 1-мӗшӗ тӗлне шкул формипе хатӗр-хӗтӗрне туянма тата ҫав тӑкаксен компенсацине илме укҫа-тенкӗ уйӑрса панă. СВОна хутшӑнакансен ытти ачисем те тимлӗхсӗр юлман - вӗсем пурте канцеляри таварсен пуххисем илĕç.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/officialbiz

 

 

Пишпÿлек районӗнчи шкул ачисемшӗн пӗрремӗш шӑнкӑрав янӑрарӗ
Пишпÿлек районӗнчи шкул ачисемшӗн пӗрремӗш шӑнкӑрав янӑрарӗ
Пишпÿлек районӗнчи шкул ачисемшӗн пӗрремӗш шӑнкӑрав янӑрарӗ
Пишпÿлек районӗнчи шкул ачисемшӗн пӗрремӗш шӑнкӑрав янӑрарӗ
Пишпÿлек районӗнчи шкул ачисемшӗн пӗрремӗш шӑнкӑрав янӑрарӗ
Пишпÿлек районӗнчи шкул ачисемшӗн пӗрремӗш шӑнкӑрав янӑрарӗ
Пишпÿлек районӗнчи шкул ачисемшӗн пӗрремӗш шӑнкӑрав янӑрарӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: