Ҫак вӗренӳ заведенийӗн ҫӗнӗ корпусӗ кӑҫалхи февраль уйӑхӗнче Демăра уҫӑлнă.
Пӗлӳ кунӗнче республика ертӳҫи Радий Хабиров радиоэлектроникӑпа телекоммуникаци тата хӑрушсӑрлӑх колледжне кӗнӗ, унта пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе тата чрезвычайлӑ лару-тӑрура сыхлассин специалисчĕсене хатӗрлеҫҫӗ.
Регион ертӳҫи студентсене Пӗлӳ кунӗпе тата ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа саламланӑ. Радий Фаритович студентсен коллегийӗ вӗренӳ заведенийӗпе чӑннипех кирлӗ арҫын специальноҫӗсене шута илнине палӑртнӑ. Пушкӑрт пуҫлӑхӗ чаплӑ линейкăра пулнă кӑна мар, колледжӑн ҫӗнӗ вӗренӳ корпусне те пӑхса тухнӑ, пӗлтерет glavarb.ru сайт.