Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
4 Сентябрӗн 2023, 11:46

Пушкӑртстанри шкулсенче вĕри апат-ҫимӗҫ йӗркелес ыйтупа "Хĕрÿ лини" ӗҫлеме пуҫланă

Талӑкӗпех пӗрлехи консультаци центрӗн телефонĕ 8-800-555-49-43 (тӳлевсӗр) шӑнкӑравсем йышăнать.

Пушкӑртстанри шкулсенче вĕри апат-ҫимӗҫ йӗркелес ыйтупа "Хĕрÿ лини" ӗҫлеме пуҫланă
Пушкӑртстанри шкулсенче вĕри апат-ҫимӗҫ йӗркелес ыйтупа "Хĕрÿ лини" ӗҫлеме пуҫланă

Паян, сентябрӗн 4-мӗшӗнче, Пушкӑртра шкулсенче вĕри апат-ҫимӗҫ йӗркелес ыйтупа "Хĕрÿ лини" ӗҫе пуҫӑннӑ. Сентябрӗн 15-мӗшӗччен Роспотребнадзор специалисчӗсем республикӑра пурӑнакансене пурне те интереслентерекен ыйтусене 8-800-77-50-170 телефонпа хуравлӗҫ. "Хĕрÿ лини" тунтикунран пуҫласа кӗҫнерникун 10.00 сехетрен пуҫласа 17.00 сехетчен, эрнекун 10.00 сехетрен пуҫласа 15.45 сехетчен шӑнкӑравсене йышӑнать, кӑнтӑрлахи апата 12.00 сехетрен пуҫласа 12.45 сехетчен тӑхтав тӑвать.

Талӑкӗпех пӗрлехи консультаци центрӗн телефонĕ 8-800-555-49-43 (тӳлевсӗр) шӑнкӑравсем йышăнать.

Аса илтеретпӗр, маларах "Башинформ" Пушкӑрт шкулӗсенче ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнчен пуҫласа ҫӗнӗ меню туни ҫинчен пӗлтернӗ. Ҫӗнӗ меню санитари правилисемпе нормисене, ҫавӑн пекех диетологипе нутрициологи требованийӗсене тивĕçтерет.

Сăнÿкерчĕкĕ: "Башинформ" ИА архивӗ.

https://www.bashinform.ru/news/social/2023-09-04/v-bashkirii-zarabotala-goryachaya-liniya-po-voprosam-organizatsii-pitaniya-v-shkolah-3418018

 

 

 

Пушкӑртстанри шкулсенче вĕри апат-ҫимӗҫ йӗркелес ыйтупа "Хĕрÿ лини" ӗҫлеме пуҫланă
Пушкӑртстанри шкулсенче вĕри апат-ҫимӗҫ йӗркелес ыйтупа "Хĕрÿ лини" ӗҫлеме пуҫланă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: