Ваттисен сăмахĕ тӑрӑх: "Ярӑнма юрататӑн пулсан – ҫунашкасем турттарма та юрат". Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта çапла калаççĕ: столовӑйра кăнтăрлахи апата ҫӗрулми юрататӑн пулсан– лартма та, ҫумлама та, чавма та юрат. Хӗвеллӗ илемлӗ ҫанталӑкра Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкул ҫумӗнчи участокра ҫӗрулми, кишӗр, кӑшман пуҫтарма субботник йӗркеленӗ. Пахча-çимĕçе пуçтарнă ҫӗрте 8 тата 10 классенче вӗренекенсем класс ертÿçисемпе пӗрле ӗҫленӗ. Кӗске вӑхӑтрах пахча-çимĕçе пухса кӗртнӗ, упрама хунӑ. Шкул ҫумӗнчи участокра ҫуллахи ӗҫ хӑйӗн ҫимӗҫне илсе килнӗ. Ҫитӗнтернипе пуринпе те шкул столовӑйӗнче апат хатӗрленĕ чухне усӑ курӗҫ.
Эпир пур ачасемпе педагогсене те коллективпа туслӑ ӗҫленӗшӗн тав тӑватпӑр!
#Бижбуляк2школа
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/bssh2