Физкультура учителӗ пулнăшăн Гульнара Гимазетдинова нихҫан та шеллемен, мӗншӗн тесен вӑл волейбола чӑннипех юратса пӑрахнӑ.
38 ҫул вӑл Пишпÿлекри 2-мĕш вӑтам шкулта ӗҫлет. Учитель ытти професси представителӗсенчен уйрӑлса тӑрать: вӑл ачалӑхпа, ҫамрӑклӑхпа, ҫын яланах унӑн тӗллевӗ патне туртӑннипе ҫыхӑнса тӑрать. Учитель хӑйӗн воспитанникӗсемпе пӗрле ӳсет, вӗсене хӑйӗн чунне хывать, хӑйӗн чӗрин пӗр пайне парать. Ҫакӑ пулмалла та ĕнтӗ тӑван ҫӗршывӑн кашни чӑн-чӑн учителӗн сӑваплӑ ӗҫӗ. Педагог профессине урӑххипе те танлаштарма ҫук, мӗншӗн тесен ку ӗҫ кӑна мар, вӑл сайра тӗл пулакан чун парни. Ҫакӑ вӑл - хӑйне шеллеменни, хӑйӗн ӑшшине, хӑйӗн вӑйне вуншар, ҫӗршер ачана парас кӑмӑл. Пирӗн район хӑйӗн спорт ҫитӗнӗвӗсемпе яланах чапа тухать, кунта физкультура учителӗсен пысӑк тивӗҫӗ те сахал мар.
Гульнара Ильдусовнан пухмачĕнче грамотӑсем, тав ҫырӑвӗсем, кубоксем нумай. Аслӑ категорири учителе ПР Вӗрентӳ министерствин Хисеп грамотипе наградӑланӑ. Вăл районти сборнӑй составӗнче волейбол ӑмӑртӑвӗсене хастар хутшӑнать, ялпа районти спорт пурнӑҫне пысӑк тӳпе хывать.
Гульнара Гимазетдинова ачасемпе тӳрӗ кӑмӑллӑ, ӑслӑ та йӗркеллӗ. Ҫакӑн пек хӑюллӑ педагогсем ҫамрӑк чунсемшӗн обязательствӑсемпе яваплӑх илме хӑрамаҫҫӗ, вӗсен пурнӑҫри чи пысӑк утӑм — хӑйсен ҫулне суйласа илме пулăшаççĕ.
Ильшат ХАЙРЕТДИНОВ.
Сăнӳкерчӗкĕ: Гульнара Гимазетдинован архивӗнчен.