"Пушкин картти" программа шайӗнче Пишпÿлек районӗнчи ача-пӑча библиотеки Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулти 8а класра вӗренекенсем валли "Интеллектуалсен ăмӑртӑвӗ" брейн-ринг ирттернӗ. Кашни командӑн сакӑр раундпа финал иртмелле пулнӑ. Залра хӗрсе пынӑ пӗтӗм вӑйӑ тӑршшӗпех, ачасем кашни хуравшӑн чӗререн куляннӑ. Командӑри ӗҫ тата ăнлантару сӳтсе явас ӗҫ ачасене ҫав тери ҫавӑрса илнӗ, вӗсем вӑйӑ тапхӑрӗсем мӗнле иртнине те асӑрхаман. Ыйтусене право, истори, литература, экологи темисене ҫеҫ мар, ăнкарулăх, тавҫӑрулӑх тата юмор туйӑмне те тишкернӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри ача-пӑча библиотекин социаллă сетьри страницинчен.