Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
26 Сентябрӗн 2023, 13:11

Учитель пуласси — чун туртнă ĕç

Ирина Иосифовна Романова 38 ҫул педагогика ӗҫне халалланӑ.

Учитель пуласси — чун туртнă ĕç
Учитель пуласси — чун туртнă ĕç

 

Пуҫламӑш классен учителӗ - хӑйне уйрӑм професси. Ун умӗнче пысӑк задачӑсем, пысӑк яваплӑх тӑрать. Вулама, шутлама, ҫырма, туслашма, шкулти тата пӗтӗм этемлӗх правилисем тӑрӑх пурӑнма нумай вӑй кирлӗ.

Ирина Иосифовна Романова 38 ҫул педагогика ӗҫне халалланӑ. Ун шучӗпе, учитель ачасене, хӑйӗн профессине юратмалла, шкул ачисемпе контакт тума пӗлмелле.

— Эпӗ Çирĕклĕре ҫуралнӑ. 1963 ҫулта Çирĕклĕри сакӑр ҫул вĕренмелли шкултан вӗренсе тухсан, Пишпÿлекри 1-мĕш вӑтам шкулта малалла вӗрентĕм. Шкула ҫуран ҫӳреттĕмĕр. Транспорт ҫукчĕ. Хваттерте пурӑнаттăмăр, - аса илет хӑйӗн шкулти ҫулӗсене Ирина Иосифовна. — Шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Пелепейри педагогика училищине вӗренме кӗтӗм. Ачаранпах учитель пулма ӗмӗтленеттĕм. Пирӗн урамра ачасем нумайччӗ. Ҫулла вӗсене урамра пуҫтарса, хут листисемпе кӑранташсем валеҫсе парса эпир шкулла выляттăмӑр. Задачӑсене, тӗслӗхсене шутлаттăмăр, диктант ҫыраттăмăр, вулаттăмар. Ачасене килӗшетчӗ, анчах хӑш чухне вӗсем манран таратчӗҫ. Эпӗ вӗсене тытса, сӗтел хушшине лартса тата малалла вӗрентме тытӑнаттăм. Ман тантӑшсем ку таранччен ҫавна аса илсе кулаҫҫӗ.

Хӑйӗн педагогика ӗҫне Ирина Иосифовна Хомутовкăри сакӑр ҫул вĕренмелли шкулта пуҫланӑ. Хӑйӗн пулас упӑшкипе Çирĕклĕре ташӑ каçĕнче паллашнӑ. Вӑл ун чухне Хомутовкăра шкул директорӗ пулса ӗҫленӗ. Ҫамрӑк ҫынсем пӗр-пӗрне юратса пӑрахнӑ та виҫӗ ҫултан пĕрлешнĕ.

1979 ҫулта Александр Порфирьевича районти парти райкомне инструктор туса лартаҫҫӗ. Мӑшӑрсем Пишпÿлеке куҫаҫҫӗ. Ҫамрӑк учительницӑна пӗчӗк комплектлӑ шкула Алексеевка ялне ӗҫлеме яраҫҫӗ.

— Ачасем нумай марччӗ, анчах тӑватӑ класра та вӗрентеттĕмчӗ. Юрта та, ҫумӑрта та ҫуран ҫӳреттӗм, — каласа парать Ирина Иосифовна. - Ачасем питӗ туслӑччĕ. Мана кӗтсе илетчĕç, ӑсатса яратчӗҫ. Ку шкулта эпӗ ҫичӗ ҫул ӗҫлерӗм.

1987 ҫултан пуҫласа тивӗҫлӗ канӑва тухиччен Ирина Иосифовна Пишпÿлекри 1-мĕш вӑтам шкулта ӗҫленӗ. Педагог чӗри витӗр мӗн чухлӗ ача иртнĕ. Кашни вӗренекен патне хӑйӗн майне тупма тӑрӑшнӑ. Ҫак вӑхӑтра унӑн сакăр кӑларӑм ытла пулнӑ. Вӗренекенсенчен нумайӑшӗ унӑн урокӗсене ӑшшӑн аса илеҫҫӗ. Вӑл вӗсемшӗн ырӑ тус, ӑслӑ вӗрентекен пулнӑ.

Опытлӑ педагогӑн ӗç-хӗлне Хисеп хучĕсемпе тата Тав ҫырӑвӗсемпе паллӑ тунӑ. Ӑна педагогика ӗҫӗн ветеранӗ ят панӑ.

Вăтăр ҫул ытла педагогика ӗҫӗнче ӑна ачасем миҫе хут пӗрремӗш учительница тесе чӗннӗ, нумайӑшӗшӗн вӑл иккӗмӗш анне пулса тӑнӑ, вӑл вӗсенче ырлӑхпа пӗлӗве, пурнӑҫа юратма, туслашма вӗрентнӗ. Вӗренсе тухнисем хӑйсен пĕрремĕш учительницине манмаҫҫӗ, уявсемпе яланах саламлаҫҫӗ.

Венера КЛЮШНИКОВА.

Сӑнӳкерчӗкӗ: Ирина Романовӑн ҫемьери архивӗнчен.

Учитель пуласси — чун туртнă ĕç
Учитель пуласси — чун туртнă ĕç
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: