Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
29 Сентябрӗн 2023, 12:13

Пишпÿлекри "Дюймовочка" ача сачӗн "Непоседы" ушкӑн воспитанникӗсем парка кайнă

Экскурси ачасене темӗн чухлӗ лайӑх курӑм-туйӑмсем парнеленӗ, вӗсем куна активлӑ та кӑсӑк ирттернӗ.

Сентябрӗн 27-мӗшӗнче тӗнчипе Туризм кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ача-пӑча туризмӗ - ачана хӑй тӗллӗн ӗҫлеме хӑнӑхтармалли тата активлӑха хӑнӑхтармалли чи лайӑх меслет. Ачасене туризмпа паллаштарма мĕн пулăшать, рюкзак çакса вӑрманти илемлӗ сукмаксем тӑрӑх утса ҫутҫанталӑк илемӗпе киленессинчен лайӑхрах? Пишпÿлекри "Дюймовочка" ача сачӗн "Непоседы" тӗрлӗ ҫулхи ушкӑн воспитанникӗсем ҫак куна парка похода кайса паллӑ тунă. Воспитательсем туризм ҫинчен, походри йӗркесем ҫинчен калаҫусем ирттернӗ. Ачасем ҫанталӑк, йывӑҫсем мĕнле улшӑннине, кайӑксем мӗнле вӗҫнине сӑнанă. Хускануллă вăйăсем вылянă.
Экскурси ачасене темӗн чухлӗ лайӑх курӑм-туйӑмсем парнеленӗ, вӗсем куна активлӑ та кӑсӑк ирттернӗ.

#ВсемирныйДеньТуризма

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри "Дюймовочка" ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club210640610

Пишпÿлекри "Дюймовочка" ача сачӗн "Непоседы" ушкӑн воспитанникӗсем парка кайнă
Пишпÿлекри "Дюймовочка" ача сачӗн "Непоседы" ушкӑн воспитанникӗсем парка кайнă
Пишпÿлекри "Дюймовочка" ача сачӗн "Непоседы" ушкӑн воспитанникӗсем парка кайнă
Пишпÿлекри "Дюймовочка" ача сачӗн "Непоседы" ушкӑн воспитанникӗсем парка кайнă
Пишпÿлекри "Дюймовочка" ача сачӗн "Непоседы" ушкӑн воспитанникӗсем парка кайнă
Пишпÿлекри "Дюймовочка" ача сачӗн "Непоседы" ушкӑн воспитанникӗсем парка кайнă
Пишпÿлекри "Дюймовочка" ача сачӗн "Непоседы" ушкӑн воспитанникӗсем парка кайнă
Пишпÿлекри "Дюймовочка" ача сачӗн "Непоседы" ушкӑн воспитанникӗсем парка кайнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: