Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
3 Октябрӗн 2023, 11:51

Ман анне — учитель

Эпир пурте ачалăхран, ачалӑх вара ҫемьерен тата шкултан пуҫланать.

Ман анне — учитель
Ман анне — учитель

Эпир пурте ачалăхран, ачалӑх вара ҫемьерен тата шкултан пуҫланать. Анне, учитель — ҫак ӑнланусем ман пурнӑҫра чи пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнаҫҫӗ, чи тӑван сӑнар пулса тӑраҫҫӗ. Манӑн анне учитель вӗт. Мӗн ҫуралнӑранпах вӑл мана ӑшӑпа тата тимлĕхпе ҫавӑрса илнӗ, пурнӑҫри чи пӗлтерӗшлӗ принципсене вӗрентет, малашлӑха хӑюллӑ пӑхма, пулма пултарайманнине ҫӗнтерсе пыма, мана пур ӗҫре те пулӑшса, тунӑ ҫитӗнӳсемшӗн савӑнса пурӑнма вӗрентет.

Ман аннене Татьяна Валериевна Сергеева тесе чӗнеҫҫӗ. Вӑл Пишпÿлекри 1-мĕш вӑтам шкулта вырӑс чӗлхипе литературин учителӗ пулса ӗҫлет. Хӑйӗн педагогика ӗҫне 1996 ҫултан тӑван Ермолкинти Калинин вӑтам шкулӗнче аслӑ пионервожатӑй пулса ӗҫлеме пуҫланӑ. Унтан, Пушкӑрт республикин культура техникумне вӗренсе пӗтерсен, музыка урокӗсене вӗрентме пуҫланӑ. Анне питӗ илемлӗ юрлать, вӑл художество пултарулӑхӗн конкурсӗсемпе смотрсене яланах хутшӑнать.

Палӑртса хӑвармалла, манӑн анне педагогика династийӗн представителӗ. Унӑн ашшӗ, Валерий Федорович Алексеев, шкулта вырӑс чӗлхипе литературин учителӗнче 41 ҫул ӗҫленӗ. Кӑҫал октябрь уйӑхӗнче вăл 75 ҫул тултарать! Вырӑс чӗлхипе литературин учителӗ тата аннен аслашшӗ, Федор Васильевич Алексеев та пулнă, вăл Ситекпуçĕнчи шкулта вĕрентнĕ. Ҫапла, чун хушнипе, анне М. Акмулла ячĕллĕ БГПУра филологи факультетĕнчен вĕренсе тухнă, ун хыҫҫӑн Ермолкин шкулӗнче вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентме пуҫланӑ, унтан Усак-Кичури вӑтам шкулӗнче ĕçленĕ. Шкулта ӗҫленӗ ҫулсенче анне квалификацие ӳстермелли тӗрлӗ курсра пулнӑ, ОГЭ тӗрӗслевӗпе эксперт пулнӑ, "Çулталӑк учителӗ-2015" професси конкурсне хутшӑннӑ, унта вăл "Педагогика хавхаланӑвӗ тата артистизм" номинацире ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ.

2017 ҫулта эпӗ Пишпÿлекри 1-мĕш вӑтам шкула пӗрремӗш класа кайрӑм, анне вара çав шкула ĕçлеме куçрĕ, унта паянхи кунчченех вĕрентет.

Аннен пӗтӗмӗшле ӗҫ стажӗ — 27 ҫул! Хӑйӗн тӗллевӗ патне ӑнтӑлакан ҫамрӑксене воспитани парас тесе вӑл ӗҫе мӗн чухлӗ вӑй-хал, чӑтӑмлӑх хывнине куратӑп эпӗ. Вӑл уроксене вӑрахчен хатӗрленет: презентацисем тӑвать, урок темипе ӑнлануллӑ материал шырать, тата çав вăхăтрах манпа воспитани калаçăвĕ ирттерет. Вӗренекенсемпе анне пӗр-пӗрне хисеплеççĕ. Ӑна ӗҫченлӗх, ачасене юратни, кашни ачашӑн тата унӑн кун-ҫулӗшӗн яваплӑх уйӑрса тӑрать. Анне хӑй те тӑтӑшах вӗренет: хӑйӗн професси шайне ӳстерет, педагогика литературине вулать, вӗрентӳпе воспитани ҫӗнӗлӗхӗсене пурне те пӗлме тӑрӑшать. Унӑн тӳрӗ кӑмӑлпа тата пархатарлӑ ӗҫӗшӗн грамотӑсемпе тав çырăвĕсем питӗ нумай.

Тата ман анне спорта питӗ юратать, тӑтӑшах волейболла, ишес, йӗлтӗрпе ӑмӑртас спорт ӑмӑртӑвӗсене хутшăнать, ҫулсерен сӗтел теннисӗпе пӗрремӗш вырӑн йышӑнать.

Учитель ӗҫӗ — ансат ӗҫ мар, анчах анне хӑй суйласа илнӗ ҫулшӑн нихҫан та ӳкӗнмен. Эпир те аттепе ӑна пур ӗҫре те пулӑшма тӑрӑшатпӑр, пулӑшатпӑр. Анне вара пирӗншӗн яланах вӑхӑт тупать, пушӑ вӑхӑт питӗ сахал пулсан та, пирӗншӗн тӑрӑшать.

Аннешĕн учитель ӗнтӗ професси кăна мар, унӑн пурнӑҫ йӗрки. Ҫулсем иртеҫҫӗ, аннене вӗренсе тухнисем манмаҫҫӗ: уявсемпе саламлаҫҫӗ, ун патне ҫыраҫҫӗ, шӑнкӑравлаҫҫӗ. Вӑл вӗсемшӗн тӗслӗх пулса тӑчӗ вӗт, вӗсене хӑйсене ӗненме, пурнӑҫра хӑйӗн ҫулне тупма пулӑшрӗ. Эпӗ хамӑн анне учитель пулнӑшӑн савӑнатӑп, ӑна юрататӑп.

Семен СЕРГЕЕВ,

Пишпÿлекри 1-мĕш вӑтам шкулти 7 "а" класра вӗренекен, "Ҫамрӑк журналистсем" пӗрлешӗве хутшӑнакан.

Сӑнӳкерчӗкĕсем: çемье архивӗнчен.

Ман анне — учитель
Ман анне — учитель
Ман анне — учитель
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: