Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
18 Октябрӗн 2023, 14:36

Радий Хабиров: Пушкӑртстанри ача-пӑча лагерӗсен фончӗпе ҫыхӑннӑ лару-тӑру лайӑхланать

Республика Пуҫлӑхӗ ачасен лагерӗсене ҫӗнетесси ҫинчен каласа панӑ.

Пушкӑртстан ача-пӑча лагерӗсене ҫӗнетмелли федераци программине хутшӑнать. Планра - хӑвӑрт тăвăнакан тата тӑхӑр модуль тăвасси. Республика Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров каланӑ тӑрӑх, федераци укҫи-тенки çумне республика укҫи-тенкине хушаҫҫӗ, районсем те хăйсен ĕлĕшне хываҫҫӗ. Радий Фаритович Пушкӑртстанри лагерь фончӗпе ҫыхӑннӑ лару-тӑру лайӑхланнине палӑртнă.

Кӑҫал регион федераци бюджетӗнчен 123,6 млн тенкӗ явӑҫтарнӑ. Уфа, Стерлибаш, Илиш тата Чишма районӗсен тӑватӑ лагерӗнче ултӑ ҫӗнӗ модуль тунӑ. Ачасем вӗсене ҫуллахи сменӑсенче хакланă. Лагерьсенче канлӗ, ҫутӑ, ирӗк.

2024-2026 ҫулсенче программа малалла тӑсӑлать. Ҫӗнӗ корпуссем тӑвӗҫ кӑна мар, республикӑн тӑватӑ лагерӗнче тĕп юсав ĕçĕсем ирттерĕç.
https://mgazeta.com/news/novosti/2023-10-18/radiy-habirov-situatsiya-s-fondom-detskih-lagerey-v-bashkortostane-stabilno-stanovitsya-luchshe-3482423

Радий Хабиров: Пушкӑртстанри ача-пӑча лагерӗсен фончӗпе ҫыхӑннӑ лару-тӑру лайӑхланать
Радий Хабиров: Пушкӑртстанри ача-пӑча лагерӗсен фончӗпе ҫыхӑннӑ лару-тӑру лайӑхланать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: