Шкул ҫулӗсем тӗлӗнмелле. Шкулта вӗреннӗ ҫулсенче кашни ҫыншӑнах асаилӳсем нумай: приключенисем, ӑнӑҫсӑрлӑхсем, ӑнӑҫусем, пуринчен ытла пӗр класра вӗренекенсемпе юратнӑ учительсем, вӗсемпе вӑл вӑхӑтра хутшӑннӑ, тӗнчене пӗлнӗ, йӑнӑшнӑ, юратнӑ, харкашнӑ, чӑнлӑха пӗлнӗ.
Кистенлĕпуç ял клубӗнче "Пысӑк ĕҫ ҫинчен калаҫни" тематика сехетӗнче, Педагогпа наставник ҫулталӑкĕ шайӗнче, хутшӑнакансен асаилӗвӗсем капланса килнĕ: атрибутсем те, юрӑсем те, пионер галстукӗ ҫыхни те. Эпир пурте ачалăхран, ку вара пиртен кашнинех вулама, ҫырма, шутлама, Тӑван çӗршыва юратма вӗрентнисене юратса та хисеплесе аса илнине пӗлтерет.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕпуçĕнчи Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club114831475