Çутă çул
+2 °С
Юр
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
28 Октябрӗн 2023, 14:56

Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкул тӗнче форумне хутшӑннӑ

Октябрӗн 26-27-мӗшӗсенче Уфа хулинче Полилингвальлĕ вӗренӳ енӗпе Пӗтӗм тӗнче форумĕ иртнĕ.

Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкул тӗнче форумне хутшӑннӑ
Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкул тӗнче форумне хутшӑннӑ


Октябрӗн 26-27-мӗшӗсенче Уфа хулинче Полилингвальлĕ вӗренӳ енӗпе Пӗтӗм тӗнче форумĕ иртет, унта Пушкӑртстан Республикин тӑван чӗлхепе вӗрентекен шкул представителӗсем, Нумай профильлӗ шкулсемпе Пушкӑртстанри ача сачӗсен полилингвальлĕ шкулӗсем хутшӑннă. Форум хӑнисем Казахстанпа Узбекистан вӗренӳ министерствисен представителӗсем, ҫавӑн пекех Раҫҫей Федерацийӗн 10 субъекчӗн делегацийӗсем пулнă.
Форума чӗннине Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкул та тӗнчери форума хутшӑннӑ. Октябрӗн 26-мӗшӗнче "Смарт" республикӑри нумай профильлӗ 2-мĕш гимназинче 11-мĕш класра вӗренекен Кирилл Исаев чӑваш фольклорӗпе проект тӑратнӑ. Кирилл чӑвашла эмоциллӗ тухса калани форумри пур хӑнана та питӗ килӗшнӗ. Пуҫламӑш классен учителӗсем, Зоя Ильясовна Ахметшина, Тамара Васильевна Федорова, "Чӑваш наци костюмӗ. Декор элеменчӗсем" мастер-класс ирттернĕ. "Мерчен" чӑваш халӑх фольклор ансамблӗн ертӳҫи Людмила Романова ҫавӑн пекех мастер-класа хутшӑнакансене тӑратнӑ экспонатсене пула чӑваш наци культурипе чӑваш наци костюмӗ ҫинчен интереслӗ курав хатӗрленӗ. Мастер-класа хутшăнакансем Тамара Васильевна каласа панине интересленсе итленĕ, Зоя Ильясовна ертсе пынипе чӑваш костюмӗсем тӑхӑннӑ сувенир пуканисем ӑсталанă.
Форумӑн иккӗмӗш кунӗ "Торатау" Конгресс-холра пилĕк дискусси площадкинче иртнĕ. Ҫак мероприятие шкул директорĕн ĕçне пурнăçлакан Е.Л.Филиппова, директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен заместителӗ тата чӑваш чӗлхипе вӗрентекен Н.Г. Николаева, пуҫламӑш классен учителӗ Н.Е.Тимофеева хутшăннă. Ҫавӑн пекех форума Пишпÿлек район администраци пуҫлӑхӗн заместительне А.А. Данилова тата вӗренӳ пайӗн методистне Г.Д. Файрушинана чӗннӗ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинченю
https://vk.com/bssh2

 

 

Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкул тӗнче форумне хутшӑннӑ
Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкул тӗнче форумне хутшӑннӑ
Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкул тӗнче форумне хутшӑннӑ
Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкул тӗнче форумне хутшӑннӑ
Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкул тӗнче форумне хутшӑннӑ
Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкул тӗнче форумне хутшӑннӑ
Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкул тӗнче форумне хутшӑннӑ
Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкул тӗнче форумне хутшӑннӑ
Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкул тӗнче форумне хутшӑннӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: