

#наци проекчĕ
Ӑмӑртӑва "Пирӗн таврари наука" ят панӑ.
Учи.ру платформа ҫинче иртекен пӗтӗм Раҫҫейри "Пирӗн таврари наука" олимпиада 1-9-мĕш классенче вӗренекенсем хушшинче ҫутҫанталӑк наукисемпе кӑсӑклӑ ӑмӑрту стартланă.
Йĕркелÿçĕсем каланӑ тӑрӑх, олимпиада тӗллевӗ – шкул ачисен тавралӑха, физикӑна, химие, географие, биологие вӗренес интересне вӑратасси. Кунсӑр пуҫне ӑслӑлӑх ӗҫне популяризацилеме палӑртнӑ.
"Наци приоритечӗсен" гендиректорӗ София Малявина вӑйӑ форматне пула хутшӑнакансем шкул программинчи предметсемпе материала ҫӑмӑллӑнах алла илме, хӑйсен тавракурӑмне анлӑлатма, тӗпчевҫӗсен рольне хӑйсем ҫине виҫме тата вӗсене мӗнле наука облаҫӗ ытларах илӗртнине ӑнланса илме пултарассине палӑртнӑ.
Ӑмӑртӑва хутшӑнасси тӳлевсӗр. Олимпиада "Наукӑпа университетсем" наци проекчĕ пулӑшнипе иртет.
https://mgazeta.com/news/novosti/2023-11-09/na-uchi-ru-shkolniki-mogut-proyti-vserossiyskuyu-olimpiadu-po-estestvennym-naukam-3513105