Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
21 Ноябрӗн 2023, 14:46

Шкул апатланӑвне йӗркелес тӗлӗшпе Пушкӑртстан опытне Раҫҫейре чи лайӑххи тесе йышӑннӑ

Кун пирки республика правительствин премьер-министрӗн Андрей Назаровăн муниципалитет районӗсемпе хула округӗсен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе канашлӑвӗнче пӗлтернӗ.

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗн икӗ уйӑхӗнче Социаллӑ апатлану управленийӗ 103 мониторинг тунине, вӗсенчен 20 граждансен ыйтӑвӗсене тӗпе хурса ирттернине палӑртнă Андрей Назаров. Шкул апатланӑвӗн пахалӑхне хакланӑ чухне каялла ҫыхӑну тытмаллине палӑртнă вӑл.

Пушкӑртстанри суту-илӳ тата пулӑшу ӗҫӗсен министрӗн тивĕçĕсене пурнăçлакан Азат Аскаров муниципалитет пӗрлӗхӗсен мониторинг итогӗсем тӑрӑх 11 муниципалитет пӗрлӗхӗсен апат-ҫимӗҫ йĕркеленине ҫӳллӗ шайне, апат-ҫимӗҫ организацийӗн 30-не вӑтам шайне пани ҫинчен каласа панӑ. Ҫавӑн пекех Пӗтӗм Раҫҫейри "Чи лайӑх шкул столовӑйӗ-2023" конкурс тапхӑрӗсен кӑтартӑвӗсем тӑрӑх Пушкӑртри виҫӗ команда тӗрлӗ номинацире ҫӗнтернине те палӑртнӑ.
https://mgazeta.com/news/novosti/2023-11-21/opyt-bashkortostana-po-organizatsii-shkolnogo-pitaniya-priznali-luchshim-v-strane-3530030

Шкул апатланӑвне йӗркелес тӗлӗшпе Пушкӑртстан опытне Раҫҫейре чи лайӑххи тесе йышӑннӑ
Шкул апатланӑвне йӗркелес тӗлӗшпе Пушкӑртстан опытне Раҫҫейре чи лайӑххи тесе йышӑннӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: