Хӗрарӑмӑн чи пысӑк тивӗҫӗ — анне пуласси. "Анне" - ача калакан пӗрремӗш сӑмах. Вӑл тӗнчери нумай чӗлхесемпе пӗр пекех янӑрать. Анне - тӗнчере чи тӑван, чи юратнӑ ҫын.
Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулти 4 класра "Пысӑк ĕҫ çинчен калаҫни" ярӑмри черетлӗ заняти ирттернӗ. Калаҫу теми: "Çемьере пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса тӑни çинчен". Унӑн тӗллевӗ - ҫемье ҫинчен калакан пӗлтерӳсене анлӑлатасси, юратупа хисеп анлӑлӑхӗ, пӗр-пӗрне пулӑшасси; ҫемьене ҫирӗплетес ӗҫре анне мӗнле вырӑн йышӑнни; аннене унӑн юратӑвӗшӗн, хӑйне шеллеменшӗн, ҫемьешӗн куллен тӑрӑшнӑшӑн тав тӑвасси.
Ачасемпе ку темӑпа калаҫу ирттернĕ, презентаци пӑхнă, ӳкерчӗксем ӳкернĕ, юратнӑ анне валли пысӑках мар парнесем хатӗрленĕ.
#Бижбуляк2школа
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.