Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Вĕрентÿ
24 Ноябрӗн 2023, 07:11

Путин РФ пĕрлешÿллĕ командине астрономи олимпиадинче ҫӗнтерӳпе саламланă

#владимирпутин

Путин РФ пĕрлешÿллĕ командине астрономи олимпиадинче ҫӗнтерӳпе саламланăПутин РФ пĕрлешÿллĕ командине астрономи олимпиадинче ҫӗнтерӳпе саламланă
Путин РФ пĕрлешÿллĕ командине астрономи олимпиадинче ҫӗнтерӳпе саламланă


#владимирпутин
РФ Президенчӗ Владимир Путин Пӗтӗм тӗнчери уҫӑ астрономи олимпиадинче (OWAO 2023) çĕнтернĕ ятпа Раҫҫей пĕрлешÿллĕ командине саламланӑ.
"Сириус" вӗренӳ центрӗн базинче иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери астрономи олимпиадинче çӗнтернӗ ятпа сире чун-чӗререн саламлатӑп", - тенӗ Кремль сайчӗ ҫинче пичетленнӗ телеграммӑра.
Раҫҫей лидерӗ палăртнă тӑрӑх, ҫӗнтерӳҫӗсем тарӑн пӗлӳ, питӗ лайӑх хатӗрленӳ тата команда пӗрлӗхне кӑтартнă. Ун шучӗпе, шкул ачисем Раҫҫей вӗренӗвӗн "чи лайӑх йӑли-йӗрки" кăтартнине ҫирӗплетнĕ.
Кунсӑр пуҫне Путин ашшӗ-амӑшӗсене, учительсене, наставникĕсене тав тунă. Ҫӗнтерӳҫӗсене Президент вӗренӳре те, пурнӑҫра та ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем суннă.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/
https://iz.ru/1610222/2023-11-23/putin-pozdravil-sbornuiu-rf-s-pobedoi-na-olimpiade-po-astronomii

 

 

Путин РФ пĕрлешÿллĕ командине астрономи олимпиадинче ҫӗнтерӳпе саламланă
Путин РФ пĕрлешÿллĕ командине астрономи олимпиадинче ҫӗнтерӳпе саламланă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас