Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
28 Ноябрӗн 2023, 12:46

«Мӗн вӑл Тӑван çӗршыв?» темăпа калаҫу иртнĕ

Тӑван ҫӗршыв вӑл — ахаль территори мар, чи малтан вăл эпир юратакан тата хӳтӗлеме хатӗр вырăн!

«Мӗн вӑл Тӑван çӗршыв?» темăпа калаҫу иртнĕ
«Мӗн вӑл Тӑван çӗршыв?» темăпа калаҫу иртнĕ

Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулта вĕренÿ эрни яланхи пекех йӑлана кӗнӗ: Раҫҫей Федерацийӗн тата Пушкӑртстан Республикин Патшалӑх ялавĕсене кӑларассинчен тата гимнсене пурнӑҫлассинчен пуҫланнӑ. Церемони хыҫҫӑн пур классенче те «Пысӑк калаҫу», «Мӗн вӑл Тӑван çӗршыв?» темăпа калаҫусем иртнĕ.

Занятин тӗллевӗ: хамӑр ҫӗршыва юратни тата хисеплени ҫинчен калакан представленисене йӗркелени, Раççее юратни, хисеплени, региона, унӑн культурипе историне, унӑн халӑхне, вӗсен ҫитӗнӗвӗсемшӗн мӑнаçланнинчен килет. Класс ертÿçисем занятисенче патриотизм ҫинчен, Тӑван çӗршыва юратни ҫинчен тӗплӗ калаҫу ирттернӗ. Тӑван çӗршыва юратни вӑл — этем пурнӑҫӗнче тӗрек тата пулӑшу. Тӑван ҫӗршыв вӑл — ахаль территори мар, чи малтан вăл эпир юратакан тата хӳтӗлеме хатӗр вырăн!

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

 https://vk.com/public210652587

 

«Мӗн вӑл Тӑван çӗршыв?» темăпа калаҫу иртнĕ
«Мӗн вӑл Тӑван çӗршыв?» темăпа калаҫу иртнĕ
«Мӗн вӑл Тӑван çӗршыв?» темăпа калаҫу иртнĕ
«Мӗн вӑл Тӑван çӗршыв?» темăпа калаҫу иртнĕ
«Мӗн вӑл Тӑван çӗршыв?» темăпа калаҫу иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: