

#владимирпутин
Раҫҫейре искусствӑлла интеллектăн вӗренӳ программисене тӗрӗс йӗркелеме май пур, шутлать Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин.
Путин ҫамрӑк ученӑйсен Конгресне хутшӑнакансемпе тӗлпулу ирттернӗ.
"Вӗренӳ программисене илес пулсан, пӗтӗмпех сирӗнпе килӗшетӗп. Эсир Китай Халӑх Республикинче шкултанах искусствӑлла интеллекта вӗренме тытӑнаҫҫӗ терӗр, пире Раҫҫейре вӗренӳ шайне шута илсе ку пачах йӗркеллӗ, шӑл витет. Шкул программисене, ҫулӗсене кура, тӗрӗс йӗркелесси ыйту", - тенӗ конгресра Президент.
Путин ку тӗрлӗ сферӑра искусствӑлла интеллект витӗмлӗхне ӳстерессине палӑртнă.
"Паллах, шкул программисене кӗртни ҫеҫ ҫителӗксӗр, "сарлакарах та тарӑнрах" ӗҫлемелле. Эпир ҫакна тума тӑрӑшӑпӑр", - хушса хунă Президент.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news
https://ria.ru/20231129/putin-1912768892.html