Çутă çул
-2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
6 Декабрӗн 2023, 12:47

Пушкӑрт Вӗрентӳ министерствинче мĕнле температура сивĕре шкула ҫӳреме юраманни ҫинчен каласа панӑ

Ведомство ертӳҫи классенче сывлӑш температури 18 градусран аяларах анма юраманнине палӑртнӑ.

Пушкӑртстанра ҫитес кунсенче сивӗтессе кӗтеҫҫӗ. Эрне вӗҫнелле сывлӑш температури 33 градус таран анать. Кун пирки Башгидромет пӗлтерет.

Республикӑри вӗренӳпе наука министрӗ Ильдар Мавлетбердин шкулсенче куҫӑн занятисене мӗнле температура вӑхӑтӗнче пӑрахӑҫлама пултарни ҫинчен каласа панă.

Ялти шкулсен пуҫламӑш класӗсенче температура -23˚С, хулара -25˚С сивӗ пулсан;

5-9-мĕш классенче ял шкулӗсенче -25˚С, хуларисенче — -27˚С сивӗре. Ялти шкулсен аслӑ класӗсем -30˚С, хуларисем — -32˚С сивĕ пулсан шкула килмессе пултараҫҫӗ.

Ведомство ертӳҫи классенче сывлӑш температури 18 градусран аяларах анма юраманнине палӑртнӑ.

https://mgazeta.com/news/novosti/2023-12-05/shkolnikam-bashkirii-iz-za-anomalnyh-holodov-razreshili-ne-hodit-v-shkolu-3552759

Пушкӑрт Вӗрентӳ министерствинче мĕнле температура сивĕре шкула ҫӳреме юраманни ҫинчен каласа панӑ
Пушкӑрт Вӗрентӳ министерствинче мĕнле температура сивĕре шкула ҫӳреме юраманни ҫинчен каласа панӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: