Тахҫантанпах кӗтнӗ хӗл ҫитрӗ. Апла пулсан, малта — ҫунашкасемпе, йӗлтӗрсемпе, конькисемпе савӑнӑҫлӑ ярӑнни, юрпа выляни, вальс выляса кӑпӑшка юр пӗрчисем вӗҫни, питҫӑмартинчен чĕпĕтекен сивӗ, Çӗнӗ ҫул елки, пӗр сӑмахпа каласан, сывӑ-и, хӗллехи кун. Пишпÿлекри "Умка" ача садĕнче ачасене ҫулталӑк вӑхӑчӗсем ҫинчен пӗлнине пӗрлештерес, хӗллехи уйӑхсем, хӗл паллисем пирки "Зимушка-зима" тематикӑллӑ эрне ирттернĕ. Воспитательсем калаҫусем ирттернӗ, хӗллехи пейзажсемпе альбомсене тишкерес ӗҫе йӗркеленӗ, хӗл ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсем вуланӑ. Уҫӑлса ҫӳренӗ чухне юр куписем лартнӑ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри "Умка" ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.