Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
12 Декабрӗн 2023, 11:27

Тӗллевне курать те хӑйĕн вăйне ӗненет

Пишпÿлекри 2-мĕш вӑтам шкул президенчӗн Кирилл Исаевăн лидер пахалӑхӗсем нумай.

Тӗллевне курать те хӑйĕн вăйне ӗненет
Тӗллевне курать те хӑйĕн вăйне ӗненет

Пишпÿлекри 2-мĕш вӑтам шкул президенчӗн Кирилл Исаевăн лидер пахалӑхӗсем нумай.

— Кирилл — пур енчен те пултаруллӑ ҫамрӑк ача. Унăн тавракурăмĕ анлă та тĕрлĕрен, пурнӑҫра активлӑ позици пур, хӑйӗн шухӑшне çирĕп тытать, ырӑ кӑмӑллă, активлă ача. Тантӑшĕсем хушшинче авторитетпа усӑ курать, унăн лидер пахалӑхӗсем пур, — ҫапла калать Пишпÿлекри 2-мĕш вӑтам шкулти 11-мĕш класра вӗренекен çинчен класс ертӳҫи Резеда Равильевна Файзуханова.

Кирилл Исаев Пăслăкра ашшӗ-амӑшӗпе тата пиччӗшӗпе пурӑнать. Амăшĕ Ирина Валериевна Пăслăк ял совечӗн администрацийӗнче ӗҫлет, ашшĕ Александр Владимирович Çурҫӗрте вахта меслечӗпе ӗҫлет, пиччĕшĕ ҫарта служит тăвать. Вӑл амӑшӗн пӗрремӗш пулăшаканĕ. 1-мӗш класран пуҫласа 4-мӗш класс таран вырӑнти шкулта вĕреннĕ.

— Кирилл класра чи хастар вӗренекенсенчен пӗри шутланнӑ. Творчествӑлла, артистла. Тӗрлӗ конкурссен, олимпиадӑсен, тӗпчев ӗҫӗсен яланхи хутшӑнаканĕ пулнӑ. 1-мĕш класран пуҫласа Регионсем хушшинчи чӑвашсен ача-пăчапа ҫамрӑксен "Шурçăл" фестиваль-конкурса, Регионсем хушшинчи "Çилпи асамат кӗперӗ" ҫамрӑксен фестивальне хутшӑннӑ. Кашни хутӗнчех призсем илнĕ, ҫӗнтерӳҫӗ пулнă, — аса илет пӗрремӗш учительници Валентина Алексеевна Митрофанова. — Вӑл манӑн сылтӑм алӑччӗ, "4" тата "5" паллăсемпе вӗренетчӗ, яланах пурин тимлӗхĕнче тӑратчӗ.

Кирилл 5-мĕш класран Пишпÿлекри 2-мĕш вӑтам шкулта вӗренет. Вӑл уҫӑ кăмăллă, ҫынсемпе хутшӑнакан, яваплӑ, тӗллев-ӑнтӑлакан ҫамрӑк. Лайӑх ҫитӗнӳсемпе палӑрса тӑрать, тӗллеве пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшпе ҫине тӑрса ӗҫлет.

Вӗренӳ ӗҫӗнче уйрӑм ҫитӗнӳсем тунӑшӑн Кирилл Ильдар Раисович Гимаев стипендине тивӗҫнӗ. "Ҫӑлтӑр эстафети" космонавтика енӗпе Пӗтӗм тӗнчери наукӑпа техника тата художество проект конкурсне хутшӑннӑ. Ҫамрӑксен конкурса янӑ ҫӗр ӗҫрен чи лайӑххисене суйласа илнĕ. Кирилл финалист пулса тӑнă та Звездный хулана Мускава кайса килнĕ. Кӑҫалхи октябрь уйӑхӗнче Уфара полилингваллĕ ҫӗнӗ пӗлӳ енӗпе Пӗтӗм тӗнчери форум иртнӗ. Кирилл чӑваш фольклорӗпе проект тӑратнă, ăна Тав ҫырӑвӗпе наградӑланă.

Ун пек дипломсем, Тав хучĕсем унӑн портфолиора питĕ нумай. Пӗлтӗр ӑна шкулти вӗренӳ совечӗн президентне суйланӑ, вăл паян кунчченех шкул президенчӗ пулса тӑрать. Кирилл спортпа интересленет: волейболла вылять, курешпа кӗрешет.

Шкултан вӗренсе тухасси инҫе мар, паян аслӑ класра вĕренекенĕн планӗнче ЕГЭ ӑнӑҫлӑ парса аслӑ шкула кӗресси малта тăрать. Профессие вӑл суйласа илнĕ ӗнтӗ, физикӑна, математикӑна тата информатикӑна тӗп тимлӗх уйăрать.

— Маншӑн тӗслӗх — ман пичче. Пирӗн ҫывӑх та шанчӑклӑ хутшӑнусем. Унпа пурин ҫинчен те калаҫма пулать, вӑл тем пулсан та ӑнланать, ӗҫлӗ канаш парать, пулӑшать, — тет Кирилл. — Эпӗ хамӑн пиччепе питӗ мăнаçланатӑп. Хальхи вӑхӑтра вӑл ятарлӑ ҫар операцийӗн зонинче контрактпа службӑра. Эпӗ хамӑн аттепе аннене, класс ертÿçине, шкул педагогӗсене ӑнланнӑшӑн, ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑшӑн, мана пӗтӗм шкул çулĕсем тӑршшӗпе пулӑшнӑшӑн тав тӑватӑп.

Кирилл Исаев малалла та çаплах хастар утасса, палӑртнӑ тӗллевсемпе ҫӗнӗ ҫӳллӗшсене пурнӑҫласса шанатпӑр.

Венера КЛЮШНИКОВА.

Сӑнӳкерчӗкĕ: Венера Клюшникова.

 

Тӗллевне курать те хӑйĕн вăйне ӗненет
Тӗллевне курать те хӑйĕн вăйне ӗненет
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: