Пишпÿлекри "Умка" ача сачӗн "Ладушки" тата "Крош" ушкӑнри ачасем патне хӑнана Хрю-Хрю сысна çури пынӑ та ачасене Светлана Валерьевна воспитательпе пӗрле пӗчӗк тӗпчевҫӗсем пулса опытсемпе экспериментсем ирттерме сӗннӗ.
Тӗпчев процесӗнче ачасем шыв тӑрӑ иккенне пӗлнĕ. Пӗчӗккисем чулсем шыва пăрахнă та вӗсем ҫине пӑхнă, чулĕсем шыв тĕпне анса кайнă.
Хрю-Хрю сысна ҫури шыва гуашь хушма, ӑна пӑтратма сӗннӗ. Пӗчӗккисем шыв хӑйӗн тӗсне улӑштарнине, чулсем курӑнманнине курнă. Опыт тӑрӑх ачасем шыв тӑрӑ пулнине, ун ҫине сӑрӑ хушсан, вӑл тӗсне улӑштарма пултарнине пӗлнӗ.
Хрю-Хрю сысна ҫури ачасемпе тепӗр опыт ирттернӗ - "Путать-путмасть". Ҫак опытра вӗсем йывӑр япаласем путнине, ҫӑмӑллисем ҫиелте юлнине асăрханă.
Ачасене тӗпчевҫӗсем пулма питӗ килӗшнӗ, вӗсем Хрю-Хрю сысна çуринчен ҫӗнӗ опытсем кӗтеççĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри "Умка" ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club217412282