Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Вĕрентÿ
18 Кӑрлач 2024, 07:33

Клоун ачасене тутлӑ панулмипе хӑналанă

Клоун ырӑ кӑмӑл ҫеҫ мар, чунӑн пӗр пайне те, хӗвелпе чӗре ӑшшине те илсе килнӗ.

Клоун ачасене тутлӑ панулмипе хӑналанăКлоун ачасене тутлӑ панулмипе хӑналанă
Клоун ачасене тутлӑ панулмипе хӑналанă

Савӑнӑҫлӑ хӑнасене кӗтсе илме епле аван. Шӑпах ҫавӑн пек хӑна Пишпÿлекри "Улыбка" ача сачĕн "Воробышки" кӗҫӗн ушкăна, ачасене хӗллехи кӑмӑл-туйӑмапарнелеме килнӗ. Савӑнӑҫлӑ клоун хаваслӑ Ҫын ачасене пӗр минут та тунсӑхлама паман. Вӑл пушӑ алӑпа мар, пӗр чемодан музыка инструменчӗсем илсе килнӗ те чӑн-чӑн пысӑк оркестр выляма пуҫланă. Хускануллă ташăсем пулнӑ, ачасем валли савӑнӑҫлӑ хӑна тата нумай конкурс хатӗрленӗ. Анчах ачасем те юрӑсем юрланӑ, сӑвӑсем вуланӑ, клоунпа пӗрле ташланӑ. Клоун, тав туса, ачасене тутлӑ панулмипе хӑналанă. Клоун ырӑ кӑмӑл ҫеҫ мар, чунӑн пӗр пайне те, хӗвелпе чӗре ӑшшине те илсе килнӗ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри "Улыбка" ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club218299771

 

Клоун ачасене тутлӑ панулмипе хӑналанă
Клоун ачасене тутлӑ панулмипе хӑналанă
Клоун ачасене тутлӑ панулмипе хӑналанă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас