-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Январӗн 19-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери юр кунӗ. Ҫавна май «Дюймовочка» ача сачӗн "Непоседы" ушкăнти ачасем
юрпа эксперимент ӗҫĕсем туса ирттернĕ. Эксперимент тăвасси — тавралӑхри саккунсемпе пулӑмсене пӗлмелли тухӑҫлӑ меслет. Воспитанниксем юрпа паллашнă, юр мӗн иккенне, унпа сивӗре тата ӑшӑра мӗн пулса иртнине, юртан мӗнле хӳтӗлемеллине, юртан шыв мӗнле илмеллине, мӗншӗн юр ҫиме юраманнине пӗлнĕ. Эксперимент вӑхӑтӗнче мӗн пулса иртнине ачасем хаваслансах сӑнанă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: "Дюймовочка" ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.