Хӗлле уҫӑлса ҫӳрени усӑллӑ. Хӗллехи сивӗ сывлӑш пуринчен те лайӑхрах кислородпа тулнӑ, организма кӗрсен вӑл пуҫ мимине хавхалантарать. Хӗлле уҫӑлса ҫӳренине пула организмӑн ӳт-пӳ активлӑхӗ ӳсет, ыйхӑ лайӑхланать. Температура вунӑ градусран аяларах чухне уҫӑлса ҫӳрени уйрӑмах усӑллӑ. Кун пек сывлӑш уйрӑммӑнах таса, тата инфекцие ертесси те сахалрах. Вирус чирӗсем алхасса кайни сивӗ ҫанталӑк хыççăн ӑшӑтсан час-часах пулкаланине асӑрханӑ пулӗ эсир.
Уҫӑлса ҫӳренине пула ачан ӳт-пӗвӗ аталанать. Кашни уҫӑлмассерен пӗчӗк ачан хастарлӑхӗ палӑрать. Куҫса ҫӳрекен вӑйӑсем вӑхӑтӗнче тӗрлӗ мышцăсен ушкӑнӗсене тренировка тӑваҫҫӗ, хусканусене координацилесси, ҫавӑн пекех реакци хӑвӑртлӑхӗ, вӑй, чӑтӑмлӑх, ҫӗнтерӳ патне туртӑнасси аталанать.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Умка» ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.