#владимирпутин
Президент стипендийӗ ÿсĕ, 30 пин тенкĕ пулĕ. Правительство стипендийӗ 20 пин тенкӗ пулать. Кун пирки Раҫҫей Президенчӗ январӗн 25-мӗшӗнче студентсемпе тӗлпулура каланă, пĕлтерет "Вести".
"Пирӗн ҫӗршывра яланах, ӗмӗрсем тӑршшӗпех вӗренӗве аталантарассишӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ тимлӗх уйӑрнӑ", - палӑртнӑ Владимир Путин. Патшалӑх Пуҫлӑхӗ 2030 ҫулччен пӗтӗм ҫӗршывӗпе 25 ҫӗнӗ кампус йӗркеленессине, саккăрăшне тума пуçланине аса илтернӗ.
Вӗсен шутӗнче Уфари тӗнче шайӗнчи вузсен хушшинчи студентсен кампусӗ. 2023 ҫул вӗҫӗнче IQ-парк объектӑн пӗрремӗш черетне туса пӗтернӗ.
https://www.bashinform.ru/news/politics/2024-01-25/putin-povysil-prezidentskuyu-stipendiyu-dlya-studentov-do-30-tys-rubley-3617808