Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта чаплӑ линейкӑпа ҫарпа патриотла ӗҫӗн уйӑхӗ пуҫланнӑ.
Ӗмӗр-ӗмӗрех Раççей хӑйӗн Тӑван çӗршывне сыхлама тата хӳтӗлеме хатӗр вӑйлӑ та паттӑр ҫынсемпе чапа тухнӑ. Пирӗн ӑрӑвӑн задачи - мăн асаттесемпе аттесен вӑрҫӑри паттӑрлӑхӗпе çирĕплĕхне асра тытасси, вӗсен паттӑрлӑхӗн тӗслӗхӗсем ҫинче пархатарлӑхпа хӑюлӑха ӳстересси.
Юнармеецсем пирӗн аслӑ ҫӗршыв историйӗн авалхи страницисене нихҫан та манмалла мар, нихҫан та манма юраман паттӑр ячӗсене аса илтернĕ.
ОБЖ преподаватель-организаторĕ Р.В. Тиманкин пурне те уйӑх пуҫланнӑ ятпа саламланă, аслашшӗсемпе ашшӗсен вӑрҫӑри паттӑрлӑхӗпе çирĕплĕхĕ ҫинчен аса илтернӗ, кирлӗ сӑмахсем каланă - Тӑван ҫӗршывшӑн ӗҫлесси ҫинчен.
Мероприятие йыхравланӑ хӑна - шкултан вӗренсе тухнӑскер, ҫапӑҫусен зонинчен кӗске вӑхӑтлӑха отпуска килнӗскер пулнă. Вӑл маскировка сеткисемпе ҫыхӑсем тума пулӑшнӑшӑн вӗрентекенсемпе вӗренекенсене тав тунă. Пӗтӗм шкул ятĕнчен Р.Р. Файзуханова ӑна пирӗн шкулти учительсемпе вӗренекенсен аллипе явнӑ маскировка сетки парнеленӗ.
Уйӑхлăх хушшинче вӗренекенсем шкулта туса хатӗрленӗ план тӑрӑх тӗрлӗ ӑмӑртӑва, конкурса тата мероприятисене хутшӑнӗҫ.
#Бижбуляк2школа
#НавигаторыДетстваБижбуляк
#НавигаторыДетстваРБ
#Росдетцентр
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/bssh2