Февралӗн 5-мӗшӗнче Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулти пур классенче те "Раҫҫей наукин кунӗ. Д. Менделеев ҫуралнӑранпа 190 ҫул" "Пĕлтерĕшлĕ калаҫусем" ирттернĕ.
Заняти тӗллевӗ: Д.И. Менделеев пурнӑҫӗнчи фактсемпе паллаштарасси, унӑн професси тата пурнӑҫ интересӗсен нумай енӗсене кӑтартасси, Раҫҫей наукине аталантарма тата ҫынсен пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатма тӗрлӗ професси ҫыннисен ӗҫ пӗлтерӗшне ӑнланассине йӗркелесси, наука ҫыннисемпе вӗсен ҫитӗнӗвӗсене хисеплеме вӗрентесси.
Класс руководителӗсем ачасене аслӑ химик изобретенийӗсем ҫинчен, Раҫҫей ученӑйӗсен хальхи ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен, ҫӗнӗ материалсем уҫасси, ҫӗнӗ технологисем тӑвасси, ҫын пурнӑҫне ҫӑмӑллатакан хатӗрсем туса хатӗрлесси ҫинчен каласа панă.
А.М. МАЛИКОВА,
шкул директорĕн воспитани парас енӗпе ӗҫлекен советникӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.