Çутă çул
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
27 Нарӑсӑн , 11:11

Ача садĕнче "Зарница" иртнĕ

Вӑйӑ итогӗсем тӑрӑх туслӑх тата лайӑх кӑмӑл ҫӗнтернӗ!

Ача садĕнче "Зарница" иртнĕ
Ача садĕнче "Зарница" иртнĕ

Шкул ҫулне ҫитмен ачасен патриотла туйӑмӗсене воспитани парасси кӑмӑл-сипет воспитанийӗн тӗллевӗсенчен пӗри, ҫывӑх ҫынсене, тӑван яла, тӑван ҫӗршыва юратма вӗрентесси - питĕ кирлĕ япала. Ҫакӑн пек мероприятисенчен пӗри "Журавушка" ача садӗнче иртнӗ "Зарница" ҫарпа спорт вӑййи пулса тӑнă. Вӑййа уҫӑ сывлӑшра ирттернӗ, ăна Тӑван çӗршыва хӳтӗлекенсен кунне тата Çемье çулталӑкне халалланӑ.
Мероприятие садри хатӗрлев ушкăнĕсен воспитанникӗсем, вӗсен ашшӗсемпе аслашшӗсем хутшӑннӑ. Амӑшӗсем пулӑшу ушкӑнӗнче пулнӑ.
РФ тата ПР гимнне пурнӑҫлани патриотла вӑйӑ пуҫламӑшӗ пулса тӑнӑ. "Зарницӑна" "Богатырьсем" тата "Летчиксем" отрядсем хутшӑннӑ.
"Зарница" этапсем тӑрӑх "Связистсем", "Разведчиксем", "Тӗл перекен стрелок", "Шурлӑх витӗр тух", "Чӑрмав йӑрӑмӗ", "Мина уйӗ" эстафетасем формипе иртнĕ.
Ӑмӑрту питӗ харӑс та йӗркеллӗ пулнă. Командӑра "Пӗри пуриншӗн те, пурте пӗриншӗн" девиз ӗҫленине хутшӑнакансенчен кашниех ӑнланнӑ.
Мероприяти вĕçĕнче пурне те хирти кухня кӗтнĕ. Пӗҫернӗ апат вӗри чейпе мӗн тери тутлӑ пулнă!
Вӑйӑ итогӗсем тӑрӑх туслӑх тата лайӑх кӑмӑл ҫӗнтернӗ! Ҫакӑн пек мероприяти ашшӗ-амӑшӗпе ачисене пӗрлештерме, шкулчченхи ачасен ÿт-пÿ пахалӑхӗсене аталантарма, ачасене сывӑ пурнӑҫ йӗркине явӑҫтарма пулӑшать.
Спорт мероприятине хастар хутшӑннӑшӑн ашшĕ-амăшсене тав тӑватпӑр!

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри "Журавушка" ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public210640710

 

Ача садĕнче "Зарница" иртнĕ
Ача садĕнче "Зарница" иртнĕ
Ача садĕнче "Зарница" иртнĕ
Ача садĕнче "Зарница" иртнĕ
Ача садĕнче "Зарница" иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: