Кашни ҫул ҫуркунне Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачĕн "Абвгдейка" ушкӑнри ачасем чӳрече ҫинче пахча йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫалхи ҫул та юлман.
Чӳрече ҫинче пахча тӑвас тӗллевпе ачасене культура ӳсентӑранӗсене ӳстерес енӗпе практикӑлла ӗҫе явӑҫтарасси, чечек ӗрчетес енӗпе опытлӑ тата тӗпчев ӗҫӗпе интересленесси пулса тӑрать. Ачасем пахча лартма хастар хутшӑннă. Вĕсем сухан, помидор, микрозелень (горчицӑпа пӑрҫа) лартнă тата петунисене сайратнă. Халӗ ӗнтӗ малта ӗҫсем нумай. Пӗрремӗш калча интереслӗрех пулассине сӑнас тесен, ҫакна пурне те эстетикӑлла йӗркелемелле. Пӗрле тӑрӑшнипе эпир чӳрече ҫинче илемлӗ те тутлӑ тырпул туса илетпӗр. Пирӗн чӳрече çинчи йӑранĕсенчен ҫӗнӗ хыпарсем кӗтӗр.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public218299771